Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çитменнисене – ĕç

Çул çитменнисене – ĕç

Райадминистрацин çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне унăн председателĕ – райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Кун йĕркине пурĕ 7 ыйту кĕртнĕ. Чи малтанах çул çитмен ачисене тивĕçлĕ пăхманшăн ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçсене пăхса тухрĕç ларăва хутшăннисем.

Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. 2019 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта çул çитменнисем тунă 1 преступлени тунине тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра 14 ача учетра тăрать. Полици инспекторĕсем вĕсемпе тивĕçлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче районта «Полици тата ачасем» акци иртет. Çавна май йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ытти профилактика субъекчĕсемпе пĕрле шкулсенче, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче пулса вĕренекенсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçусем йĕркелеççĕ, çемьесенчи пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Ольга Мисякова асăннă центр çул çитменнисене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарас, вĕсене пулас професси суйлама пулăшас енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартрĕ. Специалистсем ĕçпе тивĕçтернĕ чух чи малтанах тулли мар, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен, тăлăх тата «йывăр» ачасем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул центр пурĕ 381 ачана вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, вĕсене ĕç укçипе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 130 пин, вырăнти бюджетран 83,3 пин тенкĕ расхутланă. Центрпа вăтам шкулсем, Ленин ячĕллĕ хуçалăх, «Стройэнергосервис» ООО, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ, Леонид Князев уйрăм предприниматель уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул çитмен 60 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕç укçи виçи 1500 тенкĕрен пуçласа 2250 тенкĕпе танлашнă. 14 çултан пуçласа 18 çула çитмен ачасене кăçал ытларах юр тасатас ĕçе явăçтарнă.

Лаш Таяпа шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Меметова шкул коллективĕ çул çитменнисене преступлени тăвасран асăрхаттарас, социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесемпе тата вĕсенче çитĕнекен ачасемпе, шкул шайĕнче учетра тăракан ачасемпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ.

Леонард Васильевич КДН ларăвне пĕтĕмлетнĕ май ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсене киревсĕр çул-йĕр çине тăрасран асăрхаттарас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул ĕçченĕсем, профилактика субъекчĕсем тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ. Уйрăмах педагогсем, класс ертÿçисем çул çитменнисемпе тимлĕ пулмаллине, ача сăлтавсăрах шкула çÿреме пăрахсан е уроксене сиктерме пуçласан унăн килĕнче пулса лару-тăрупа тĕплĕн паллашса ĕç-пуçа уçăмлатмаллине каларĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code