Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă вăхăтĕнчи трактористка

Вăрçă вăхăтĕнчи трактористка

Çуралнă кун хăйне евĕрлĕ хаваслă уяв. Ăна 95-мĕш хут кĕтсе илсен вара…

Тăрăм ял тăрăхĕнче 90 çултан иртнĕ 8 çын пурăнать. Вĕсенчен пĕри – Анатри Тимешри Вера Чернова. Вăл иртнĕ кунсенче 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Турханта çуралса ÿснĕ хĕрĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ май колхозра тăрăшнă. 1944-1945 çулсенче Вера Александровна тракторпа ĕçленĕ. Çав йывăр çулсене аса илнĕ май тыл ветеранĕ пĕрле тракторпа вăй хунă хĕрсене ăшшăн куç умне кăларса тăратать. Уйрăмах Тăрмăшри Лидия Струнковăна асран кăлармасть. Хăйĕнчен кăштах аслăрах хĕр ăна, ытти çамрăк трактористсене сĕнÿ-канашпа нумай пулăшнине каласа парать.

– Йывăрлăхран хăрамасăр, малаллах талпăнаттăмăр. Çĕнтерÿшĕн вăя шеллеместĕмĕрччĕ, – тет вăл сăпайлăн.

Вăрçă хыççăн Вера Александровна фермăра чылай çул ĕçленĕ. Пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ватлăхра хĕрĕпе мăнукĕсем патĕнче Тăрăмра пурăнать. «Елчĕк ен» хаçата куçлăхсăрах вулать. Кăшт маларах патвар ватă хăех хуçалăх тытса пурăннă-ха. Халĕ пилĕк мăнукĕпе тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕпе, икĕ тата кĕçĕн мăнукĕпе савăнать Вера аппа.

Сумлă юбилей ячĕпе тыл ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов саламласа тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх суннă.

Сăн ÿкерчĕкре: Вера Александровна ăшă саламсем йышăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code