Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Темиçе йĕркен…

Темиçе йĕркен…

Тĕлĕнмелле, çакăн пек те пулать:
Ăслă çынран та ухмах ача çуралать.
Патакпа пĕлмесĕр хăмсарсан —
Пулать мăю хăвăнах ыратакан.
Чухăнăн телейĕ — арча тĕпĕнче,
Уççи вара пĕлĕт çинче.
Пур мул — ан мухтан,
Çук мул — ан вăтан.
Куртăн — ĕнен,
Илтрĕн — сисчĕвлен.
«Пиллĕк нумай», — шутлать паракан,
«Улттă сахал», — шутлать илекен.
Мясник вăкăра сăнать —
Çу çинчен шутлать.
Вăкăр мяснике пăхать —
Пурнăç çинчен шутлать.
Çын çамрăк чухне ашшĕ-амăшне хисеплемен —
Ăна ачисенчен ыррине кĕтме хушман мĕн виличчен.
Пурăннă кунсенчен йỹççине те хакла,
Вĕсем те яланлăхах каяççĕ каялла.
Пĕр минут тавлашни — çĕр кун çапăçни.
Ырра ырăпа тавăран — маттур, ăслă.
Усала ырă сунан — эсĕ çивĕч ăслă.
Кам ăспа пурăнать — ăслă та çамрăках.
Çỹçĕ кăвакарнă пулсан та, ухмаххи — ухмахах.
Шырамастăн — тупăнмасть.
Акмастăн — вырăнмасть.
Мĕн чухлĕ сахалрах тăванĕсем —
Çавăн чухлĕ кỹренỹллĕ унăн çыннисем.
Çынсене ан пăх эс мăн кăмăллăн,
Енчен те сăмаху тытăнмасан хăвăн.
Пĕр япаларан çуралнă этем,
Анчах та тĕрлĕрен телейĕсем.

Вырăсларан
Сергей ТРОФИМОВ куçарнă.
Лаш Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code