Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹ çинчен — тĕрлĕ чĕлхепе

Çĕнтерỹ çинчен — тĕрлĕ чĕлхепе

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă видеороликсен фестивалĕ иртет.

Унта 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем ют чĕлхепе хатĕрленĕ видеоматериалсемпе хутшăнаççĕ. Фестиваль икĕ тапхăрпа иртĕ: пуш уйăхĕн 21-мĕшĕччен — заявкăсемпе ĕçсене йышăнасси, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен — экспертиза тата пĕтĕмлетỹ. Çĕнтерỹçĕсен ячĕсене ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕлтерĕç. Номинацисем: «Паллă мар салтака халалласа лартнă палăк», «Çапăçусемпе çар пуçĕсем», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем», «Вилĕмсĕр полк», «Никама та манман, нимĕн те манăçман».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code