Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кил ăшшине упраса

Кил ăшшине упраса

Пурнăç сукмакĕпе килĕшỹре, ăнланура утни — çемье тĕрекĕ, илемĕ.

Тăрăм ялĕнче пурăнакан Михаилпа Елизавета Ивановсем 57 çул пĕрле ĕнтĕ. Çак тапхăр юратупа, тỹсĕмлĕхпе çирĕпленнĕ. Вĕсен кун-çулне тишкерсен çакă курăнать.

Лиза аппа 1949 çулта Николай Полиевтовичпа Александра Ивановна Полиевтовсен тăватă ачаллă çемйинче иккĕмĕш пепке пулса çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле. Тĕрĕсрех, уйрăмлăхĕ пулнă-ха: хĕр ачан мĕн пĕчĕкрен ыттисене пулăшас туртăм вăйлă аталаннă. Шăллĕпе йăмăкне пĕрмаях пăхнипе те çыхăннă ку. Ялти, унтан Çĕнĕ Пăвари шкулсенчен вĕренсе тухсан колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Ĕне сăвас ĕçе шанса параççĕ ăна. Ферма хĕрĕсен ун чухне кану кунĕ те, уяв та пулман. Килти хуçалăхра та выльăхне сахал мар тытнă.

Елизавета Николаевна пĕр хушă бригадăра та, Елчĕкри перекет банкĕн Тăрăмри филиалĕнче те тăрăшнă. Унтан почта çыхăну уйрăмне ĕçлеме чĕннĕ ăна.

— Тăрăмпа Кипеç ялĕсенче 15 çул хаçат-журнал валеçрĕм, — кăмăллăн аса илет иртнине хĕрарăм. — Вăл вăхăтра кашни çемье 7-8-шар экземпляр хаçат-журнал çырăнатчĕ. Йывăрччĕ сумка, апла пулин те çынсем урама тухса кĕтсе илни чуна хавхалантаратчĕ. Çырăнтару ĕçне йĕркелессипе сахал мар тăрăшнă ĕнтĕ.

Кирек хăш тытăмра ĕçлесен те, Лиза аппа хăйĕн тивĕçне юратса, яваплăха туйса пурнăçланипе, ырă кăмăллă пулнипе палăрнă.

Кил хуçи кăçалхи октябрь уйăхĕнче 80 çул тултарать. Унăн ашшĕ-амăшĕ — Ивановсем: Константин Ивановичпа Феодосия Владимировна. Миша — чи асли, ун хыççăн тата тăваттăн. Арçын ача, 8 класс пĕтернĕ хыççăн, тракторист профессине алла илес тĕллевпе Тутарстанри Пăва хулинче вĕренет. Виçĕ çуллăх çар служби унăн Ленинградра иртет, «гражданкăри» тимĕр ут хуçине дизелист ĕçне шанаççĕ. Тăван яла таврăнсан трактор штурвалĕ умне ларать, каярахпа «Сельхозхими» производство пĕрлешĕвĕнче «Т-150» тракторпа нумай çул вăй хурать.

Пĕр ялти каччăпа хĕр 1969 çулта çемье çавăраççĕ. Малтанхи тапхăрта тĕп çуртра ватăсемпе пĕрле пурăннă. Аслă ывăлĕн уйрăлса тухмаллине ăнланса çамрăк мăшăр ял вĕçĕнче çурт лартать. Пирваях хăмаран ăсталаса тунăскер кăна пулнă-ха. Пурăна киле тăрăшуллă мăшăр кирпĕчрен çурт хăпартать. Пысăк хуçалăх йышлă выльăхпа тулать.

Ивановсем, ашшĕ-амăшĕсем пекех, нумай ачаллă çемье шутланаççĕ. Пиллĕкĕн вĕсем, мăнуксем вара — 10, кĕçĕн мăнуксем — 3.

— Эпĕ арçын тивĕçне пĕтĕмпех пурнăçланă, — куларах пĕлтерет Миша тете, — салтакра пулнă, çĕнĕ çурт çĕкленĕ, ывăл пур.

Ывăлĕ Юрий — строитель. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çар службине Çурçĕр Кавказра ирттернĕ. Çар ĕçĕсен ветеранĕ вăл. Ирина, çемйипе Ĕнел ялĕнче пурăнаканскер, хăйĕн пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă: Елчĕк шкулĕнче ачасене вĕрентет, психолог-логопед та вăл. Марина та учитель. Нонна — медсестра, Эльвира — экономист. Пурте вĕсем хăйсен çемйисемпе республикăри тĕрлĕ ял-хулара тĕпленнĕ. Ачисен, мăнукĕсен савăнăçĕ — ватăсен савăнăçĕ те. Шкула çỹрекен тĕпренчĕкĕсем республика шайĕнчи предмет олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăрсан епле хĕпĕртемĕн-ха?

«Кирек хăш çемьере те чашăк-тирĕк пĕрре те пулин шакăртататех, — чунрине пытармасть кил ăшшин управçи Лиза аппа. — Пирĕн те унсăр пулман. Анчах эпир яланах пĕр-пĕрне каçарнă. Туслă та килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Пире малалла шанчăклăн утма хамăрăн йăха тăсакансем пулăшаççĕ те».

Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code