Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асран кайми аки-сухи

Асран кайми аки-сухи

Чылай çамрăк хăйĕн профессине ашшĕ-амăшĕн, çывăх çыннисен тĕслĕхĕпе суйласа илет те пурнăç çулĕпе малалла, ниçта пăркаланмасăр çирĕппĕн утать. Виктор Александрович Сапожниковпа та çапларах пулса тухнă. Унăн ашшĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, III степень Ĕç Мухтавĕ орденне тивĕçнĕ Александр Васильевич Сапожников иртнĕ ĕмĕрĕн 50-90-мĕш çулĕсенче районти чи пултаруллă комбайнерсенчен, механизаторсенчен пĕри пулнă. Хастар ĕçпе, сăпайлăхĕпе, çынлăхĕ пысăк пулнипе халăх хисепне çĕнсе илнĕ вăл. Хăйĕн ывăлĕсене те çĕр ĕçне юратма вĕрентсе ỹстернĕ, ашшĕ пулăшнипе вĕсем механизатор ĕçĕнче пирвайхи утăмсем тунă. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра Виктор комбайнера пулăшаканĕнче, тракторпа плугарьте ĕçленĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкултан аттестатпа пĕрле механизатор удостоверенине илсе тухнă. 1980 çул тĕлне Виктор тракторпа суха тума та, комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртме те, тĕрлĕ техникăна салатса пуçтарма та вĕренсе çитнĕ. Ашшĕн шкулĕ ахаль иртмен, шкул пĕтернĕ çулах хăй тĕллĕн тракторпа ĕçлеме шаннă ăна. Тепĕр çулхине вăл Гена пиччĕшĕ пĕлỹ пухакан ял хуçалăх институтне инженера вĕренме кĕрет. Александр Сапожниковăн ачисем шкулта тата институтра вĕреннĕ çулсенче каникулсене техникăпа ĕçлесе ирттернĕ. Институтăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш курсĕсем хыççăн икĕ çул çулла Виктор Казахстанри Тургай облаçĕнчи пĕр совхозра комбайнпа тырă пуçтарса кĕртме хутшăннă. Хастар ĕçшĕн пултаруллă çамрăка пĕрремĕш çулхинеТургай комсомол обкомĕн Хисеп хучĕпе, иккĕмĕшĕнче «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăпа чысланă. Институтран тăван яла практикăна килсен Сергей шăллĕпе икĕ çул тырă вырма хутшăннă. Çичĕ ялтан тăнă «Знамя» колхозăн пĕрремĕш комплекслă бригадинчи тырра çулса кушăхтарма шаннă çав çулхине пиччĕшĕпе шăллĕне.

— Ун чухне тыррăн ытларах пайне çулса кушăхтарнă хыççăн çапса илетчĕç. Тырă çапса илекен комбайнсене чăрмав кỹмесĕр ĕçлеме май туса парас тĕллевпе Сергей шăллăмпа яла анмасăр, пĕр-пĕрне улăштарса, хамăрăн машина çинче канса илсе пĕр талăк ытла ĕçлерĕмĕр. Килте те çухатнă, пире шыраса уя атте улăхрĕ. «Ăçта эсир? Эпир сире çухатнă», — тет. Уйри тырă пуссине вырса пĕтермесĕр чарăнмарăмăр. Вăй-хал ĕçлеме çителĕклĕ пулнă ун чухне, техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсене вăхăтра кỹрсе тăраççĕ, апатне уя илсе тухса çитереççĕ. Çав çул чи нумай гектар тырă выракансем пултăмăр шăллăмпа иксĕмĕр. Тепĕр çулхине те Сергейпе тырă выртăмăр, мала тухрăмăр, — каласа парать Виктор Александрович.

Аслă шкултан вĕренсе тухнă Виктор пĕр çулталăк çурă Совет Çарĕн ретĕнче тăнă. Унтан килсен «Знамя» колхозра инженер тивĕçне пурнăçлать. Тĕмер ялĕнче «Труд» колхоз йĕркеленсен ăна тĕп инженера çирĕплетеççĕ. Кунта виçĕ çул ĕçлесен шăпа ăна Киров облаçĕнчи хуçалăха илсе çитерет. 1995 çултан пуçласа пĕр улшăнмасăр хамăр ялта ялхуçалăх техникине тухăçлă ĕçлеттерессишĕн яваплă пулнă. Çак тапхăрта ялти техника тĕпрен улшăнчĕ. Мĕнре палăрать-ха вăл?

— 90-мĕш çулсенче СК-5 «Нива» йышши пилĕк-ултă комбайнпа ĕçлетпĕр. Халĕ тĕпрен илсен икĕ комбайнпа ĕлкĕретпĕр. Тыр-пула вырса кушăхтарнă чухне КСУ комбайнпа усă куратпăр. Паян усă куракан техника лайăх, шанчăклă, ĕçлеме çăмăл унпа, анчах ăна пăхса тăмалла, вăхăтра юсамалла. Юлашки çулсенче кирек мĕнле техникăна та вырăнта хамăр вăйпа юсаса ĕçе хатĕрлетпĕр. Электроника хатĕрĕсене юсама çеç специалистсене явăçтаратпăр, — тет чылай çул инженерта ĕçленĕ, халĕ юсавçăсене ертсе пыраканскер.

— Сахал техникăпах нумай, унчченхи ĕçсене пурнăçлатăр пулсан механизаторсем çитсе пымалла пек туйăнать, анчах пур çĕрти пекех сирĕн те механизаторсен кадрĕсем, ĕçлекенсем çитмеççĕ. Кунта сăлтавĕ çамрăксем яла юлманнинче çеç мар,механизаторсене вырăнта хатĕрлеме чарăннинче те мар-и?

— Çапла, тракторист-машиниста хуласенчи, хăш-пĕр район центрĕсенчи техника профессийĕн училищисенче, юсавпа техника предприятийĕсем çумĕнчи ятарлă курссенче, вăтам шкулсен аслă класĕсенче машиноведени предмечĕн урокĕсенче вĕрентсе хатĕрленĕ. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ ĕçлемест. Паян производство кооперативĕнче механизаторта ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех техника пĕлĕвне шкулта алла илнĕ, ĕç практикине тăван хуçалăхра ирттернĕ, ытларах ашшĕсемпе, тăван-пĕлĕшĕсемпе юнашар тăрса ĕçе хăнăхнă. Рынок саманине куçнă май тĕрлĕ сăлтавпа пурлăхпа техника бази çителĕксĕррипе, квалификациллĕ вĕрентекенсем çукран е ытти эпир пĕлмен сăлтавпа чылай шкул тракторист-машинистсем вĕрентсе хатĕрлеме лицензи илеймест е илме те тăрăшмасть. Вăл пурри, ĕçлени кадрсен ыйтăвне татса парать тесе каласшăн мар эпĕ. Çапах та кăштах пулăшма пултарĕччĕ те пулĕ.

Виктор Сапожников хуçалăхри техникăна вырмара тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшнă, хăй те хутшăнса ĕçленĕ. Ĕç алли уйрăмах çитсе пыман çулсенче комбайн штурвалĕ умне тăнă, косилкăпа, выльăх апачĕ пуçтарса илекен комбайна хускатса хире тухнă.

— Эсир машинăпа трактор паркĕнче малтан механизаторта, унтан инженерта ĕçлеме пуçланăранпа тăватă теçетке çул иртрĕ, çав вăхăтра сирĕн куçăр умĕнчех ĕçлекен нумай çын улшăнчĕ. Мĕнпе асра юлчĕç вĕсем?

— Ватă механизаторсем, водительсем, машинăпа трактор паркĕнче ĕçленĕ тимĕрçĕсем, сварщиксем — Алексей Иванов, Алексей Козлов, Алексей Уткин, Василий Ильин, Владимир Федоров, Петр Смирнов, Олег Петров, Валерий Жуков, Владимирпа Анатолий Кузнецовсем, Петр Матросов, Николай Никитин, Анатолий, Владимир Марковсем, Владимирпа Николай Васильевсем, Владимир Платонов, Николай Архипов, Александр Марков, Михаил Тихонов, Николай Федоров тата ыттисем, çавăн пекех вăтам ỹсĕмрисем — Валерий Уткин, Петр Иванов, Владислав Григорьев, Евгений Козлов, Владимир Воронов — колхоз производствинче нумай çул тăрăшса ĕçлерĕç, вĕсемпе ĕçлеме çăмăлччĕ. Чылайăшĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ, анчах вĕсен ырă ĕç-хĕлĕ яланах асра.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code