Сентябрĕн 24-мĕшĕнче, Николай Петров Раççей Геройĕ çуралнă кун, вăл вĕреннĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта «Çĕнтерỹшĕн!» ыр кăмăллăх ярмăркки ирттернĕ.
Акци нумай пĕлтерĕшлĕ ĕç тунипе паллă пулса юлнă: вĕренекенсем Герой бюсчĕ, асăну хăми умĕсене чечексем хунă, Николай Петров паттăрлăхне халалланă уроксене хутшăннă, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ.
Кашни класс хăйсен сувенирĕсемпе япалисене сутассине йĕркелени те ярмăрккăн тĕллевĕ. Уява хутшăннă ашшĕ-амăшĕ, обществăлла палатăпа ытти организаци представителĕсем пĕри те пушă алăпа кайман. Суту ĕçĕнчен пухăннă 110600 тенкĕне пĕтĕмпех ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма янă.
Акцире культура программисĕр епле? Ачасем хăйсемех юрлани-ташлани, салтаксем патне çырусем çырни, маскировка сеткисем çыхни, «типĕ çумăр» тума пултарни — кирлĕ ĕç. Паллах, çитĕннисем те айккинче юлман.
Патриотла ĕçсен тăсăмĕ классенче иртнĕ ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене куçнă. Вĕсенче истори астăвăмне упрассипе, çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшассипе тата кăмăл-сипет воспитанийĕпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.
Ыр кăмăллăх ярмăрккине округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă май, вăл пуçтарăннисен умĕнче Николай Петровăн паттăрла ĕçĕсене аса илнĕ, унăн ячĕ ĕмĕрлĕхе округ историне çырăннине палăртнă.

