Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чикĕ хуралĕн салтакĕсене

Чикĕ хуралĕн салтакĕсене

Аслă Елчĕк ялĕнче Тăван çĕршыв чиккисене хỹтĕленĕ тата халĕ те хỹтĕлекен салтаксене халалласа палăк уçнă.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, ялти Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей, чикĕ çарĕсен ветеранĕсем, Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, ял халăхĕ хутшăннă.

Леонард Васильевич ял çыннисене тата чикĕ çарĕсен ветеранĕсене патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн, паттăрсене асра тытса историн пĕр пайне сыхласа хăварма тăрăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ каланă, чи хастаррисене Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code