Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтернĕ

Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтернĕ

Иртнĕ эрнере районти хĕрарăмсен волейболла выляс енĕпе чемпионат иртнĕ.

Ял тăрăхĕсемпе пĕрле районти тĕп больницăри хĕрарăмсем те команда тăратнă.

Вăйăсем икĕ ушкăнта иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче Курнавăшсемпе, тĕп больницăпа, Тăрăмсемпе выляса Елчĕксем мала тухнă. Иккĕмĕш ушкăнти пилĕк командăран Аслă Елчĕксем чи вăйлисем пулнине çирĕплетнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Курнавăшсемпе Лаш Таяпасем ăмăртнă. Ăнăçу Курнавăшсен енче пулнă.

Тĕп финалта Елчĕк ял тăрăхĕн командипе Аслă Елчĕксем тĕл пулнă. Елчĕксем 2:0 шутпа çĕнтерсе район чемпионĕсем пулса тăнă.

Ирина Плотникова /Елчĕк ял тăрăхĕ/ «Чи лайăх тапăнса вылякан», Марина Немцева /Аслă Елчĕк/ «Пас лайăх паракан», Оксана Алексеева /Курнавăш/ «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ятсене тивĕçнĕ.

Мала тухнисене грамотăсемпе медальсем парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code