Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтан ирĕк илмелле

Малтан ирĕк илмелле

Вăрманта ÿкнĕ-тÿннĕ йывăç-турата кăçалтан тытăнса пĕр чарусăр илсе тухма юрани çинчен калакан саккун вăя кĕчĕ. Нумайăшĕ çакăн пирки никамран та ыйтма кирлĕ мар тени – йăнăш шухăш.

Чи малтан калас пулсан, тахçан, темиçе çул каялла ÿкнĕ йывăç-турата анчах илсе тухма юрани çинчен манса каймалла мар. Çак утăма тăвиччен те малтан ирĕк илмелле: участокри лесник патне пымалла, вăл сире Комсомольскинче вырнаçнă кантура ярать, унтан ирĕк панă хыççăн тин вăрманти ÿкнĕ-тÿннĕ йывăç-турата вăрмантан илсе тухма пулать. Çак ĕçсене хамăр тĕллĕн тума юрамастех.

В.ИВАНОВ,
Комсомольскинчи участок лесничествинчи вăрман хуçалăхĕн мастерĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code