Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăкаклама та пĕлмелле

Тăкаклама та пĕлмелле

Ачасен 23 проценчĕ укçа пухма пĕлмеççĕ е хăтланса та пăхман. Мĕн килĕшет, пĕтĕмпех туянасшăн вĕсем. Укçа-тенкĕ кăшт малашлăх валли тытасси пирки вара шутламаççĕ те. Çапла «Фоксфорд» онлайн-шкул ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетет.

Шкулсенче вĕренекенсем ку ыйтупа ытларах шухăша кайччăр тесе «Фоксфорд» методисчĕсемпе преподавателĕсем «Тăкакланă! Аçăр-аннĕр сирĕн тăкаксене мĕнле йышăнать» вăйă-викторина шутласа кăларнă. Вĕсем ачасене вăйăра хăйсене аслисемпе вырăнпа улшăнма — çемье бюджетне йĕркелеме, укçа-тенке хăйсем тĕллĕн тăкаклама — сĕнеççĕ.

Викторина кăтартăвĕсем тăрăх, унта хутшăннисем финанс пĕлĕвĕ енĕпе тỹлевсĕр мини-курса хутшăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне 500 «фоксика» та тивĕçме май пур. Вĕсемпе онлайн-шкулăн кирек хăш курсĕнче вĕренме усă курма юрать.

Çавăн пекех Чăваш Ен Финанс министерстви аса илтерет: шкулсемпе колледжсен, техникумсен тата тăлăх ачасен организацийĕсен вĕренекенĕсем валли финанс пĕлĕвĕн онлайн-урокĕсен кĕркуннехи сессийĕ малалла тăсăлать. Занятисемпе ушкăнпа (класпа) та, уйрăммăн та проектăн сайтĕнче (https:ỸỸdni-fg.ru) çыхăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code