Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Шупашкара — вертолетпа

Шупашкара — вертолетпа

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре санитари авиацийĕ активлă аталанса пырать.

Ятарлă оборудованисемпе тивĕçтернĕ вертолетра вĕçев вăхăтĕнчех пациента реанимаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Çак кунсенче Елчĕке те санитари авиацийĕ çитнĕ. Вăл тĕп больницăн площадкине анса ларнă. Йывăр чирленĕ хĕрарăма вертолетпа республикăри кардиодиспансера илсе кайнă.

— Елчĕкпе Шупашкар хушши çывăх мар. Вертолетпа вара 40 минутрах çитме пулать. Пациентшăн кашни минут хаклă чухне çакă питĕ вырăнлă. Оперативлă ĕçшĕн сире, ĕçтешсем, тав тăватăп, — тенĕ пациента санавиаци бригадине панă май тĕп больницăри Владимир Кузьмин реаниматолог-анестезиолог.

Сывлăшри «васкавлă пулăшу» часах чирлĕ хĕрарăма тĕп хулана илсе çитернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code