Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван тăварпа пиçнĕ

Тăван тăварпа пиçнĕ

Çĕр çинче питĕ нумай ăсталăх, чылайăшĕ çынна йăхран йăха куçса пыраççĕ. Теприсем вĕренсе тупаççĕ. Мустаевсен йышĕнче ăслăх çыннисем йышлă. Историк, журналист, вĕрентекен, право хуралĕнче ĕçлекен, социаллă ĕçченсем. Хисеп, шутлав ăсталăхне алла илнĕ йăхташсене шутлама вара пĕр алăри пỹрнесем те çитмеççĕ. Николай Петровичпа Елена Ивановна Мустаевсем пирки сăмахăм. Чăн хисеп ăстисем вĕсем. Калас пулать, çỹлерех асăннă ăслăлăха пăсса улăштарма, хуçма, тĕрлĕ саманара çука кăларма май пулсан, шутлав ĕçĕ пирки çакна калаймăн. Мĕншĕн тесен вăл çĕр çинче çук япалапа — тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă.Тĕрĕс шутлав ĕçĕсем тусан анчах техникăра çитĕнỹ тума пулать. Аслă пиччерен Коля Мустаевран пуçлар. Вăл шутлав ăслăлăхне ялти пуçламăш шкулта, каярах Лаш Таяпа шкулĕнче, Шупашкарти педагогика институтĕнче туптаса пысăк шутлав ăсти пулса тăчĕ. Маларах Аслă Пăла Тимеш вăтам шкулĕнче, каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Çĕрпỹри совхоз-техникумра, пулас ял хуçалăх ăстисемпе йывăр та тĕрĕс наукăна туптаса алла илме пултарчĕ. Халĕ Коля тете пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, унăн çутă сăнарĕ ялан пирĕнпе. Мĕн чухлĕ шутлав вăрттăнлăхне хăйĕнпе илсе кайрĕ вăл.

Елена Ивановнан, е хамăрла Лена йăмăкăн, ăслăлăх çулĕ пачах урăхла. Лена çемьере чи асли, пĕрремĕш ача. Çавна пула хуçалăхри ĕçсем, йăмăк-шăллĕне пăхас тивĕç ун çине тиеннĕ. Шкула кайсан вĕрентекенсем ăна тỹрех асăрханă, шкул вĕрентĕвĕн нормине çăмăллăн тата туллин парăнтарнине сиссе илнĕ. Часах шутлав урокĕсем уншăн савăнăç пулнă. Математика урокне вăл чăтăмсăррăн кĕтнĕ. 7 çул Лаш Таяпари вăтам шкулта ăс пухнă вăл, кунта паракан пĕлỹ çителĕксĕр пулнине туйса К.В.Тимофеева ỹкĕчĕпе çамрăк хĕр Шупашкара — математиксене хатĕрлекен шкула çул тытнă. Çăмăл пулман ял хĕрне кунта паракан пĕлĕве туллин алла илме, йăмăк кунти йывăрлăхсене чăтса тухнă, вĕренĕве ăнăçлă алла илнĕ. Халĕ ĕнтĕ пикене аслă шкулсем кĕтнĕ, çапла вара чăваш хĕрĕ çĕршыври чи аслă шкула — Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета математиксем хатĕрлекен факультета вĕренме кĕнĕ. 5 çул пилĕк кун пек иртсе кайнă. Кунта Елена ют çĕршыв каччи-хĕрĕсемпе паллашнă, вĕренỹре пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Кунта çĕршывшăн питĕ кирлĕ производствăн ăсчахĕсене хатĕрленĕ. Çапла вара Лена йăмăкăм Мускав облаçĕнчи Химки хулинчи вĕçев хатĕрĕсем шутласа тупса ĕçе кĕртес енĕпе ĕçленĕ. Халĕ Е.Мустаева тивĕçлĕ канура, çапах та пушă лармасть — çамрăк ăрăва куллен шутлав ăсталăхне туптама пулăшать.

Н.МУСТАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code