Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăнаçланатпăр!

Мăнаçланатпăр!

Тăрăмри Тихоновсем пирки сăмах пуçарсан чи малтанах сăмах спорт теми тавра çаврăнать. Ку тĕлĕшпе спортăн анлă алăкне уçаканĕ — Иван Тихонов, хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, СССР чемпионачĕн призерĕ, 3 хут РСФСР чемпионĕ, 2 хут РСФСР Кубокĕн хуçи. Çĕнсе илнĕ çĕклемсем пурте 50 çухрăма утассипе çыхăннă. Вăл «Тĕнче класлă спорт мастерĕ» ята районта чи малтан тивĕçнĕ. 72-ри ентеш Сочи хулинче тĕпленнĕ.

Иван Никитичăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем те — Тихоновсем — спорт сукмакне самаях такăрлатнă. Антонина — йĕлтĕрпе чупассипе 1-мĕш разрядçă, Чăваш Енĕн нумай хутчен чемпионки, Михаил — çуран чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ. Юратнă дистанцисем — 1500 метр тата 5000 метр. Йĕкĕрешсем — Александрпа Владимир — СССР спорт мастерĕсем. 1-мĕшĕ утассипе, 2-мĕшĕ — марафон енĕпе. Владимирăн 42 километр та 195 метра чупса тухнин чи лайăх вăхăчĕ 2 сехет те 15 минут та 44 çеккунтпа танлашать. Вăл 20 çухрăма чупассипе Чăваш Енĕн экс-рекордсменĕ (1 сех. те 00 мин. та 35 çек.).

Александр «çав» 20 çухрăмах хăвăрт утса тăтăшах парăнтарнă: СССРти ял спортсменĕсен чемпионачĕн призерĕ, çĕршыври ял хуçалăхĕпе çыхăннă аслă шкулсен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи.

Сăмах май, Михаил Федоровичăн мăшăрĕ Татьяна Владимировна та СССР спорт мастерĕ. Вăл волейбол чемпионачĕсенче палăрнă.

Хăйне кура спортсменсен династийĕ мар-и? Александр Федоровичăн виçĕ ывăлĕнчен вăталăххи — Алексей — Елчĕкри вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлет, çăмăл атлетикăпа туслă. Унăн шăллĕ, Федор, пултаруллă футболист. Вĕсене те çав йыша кĕртсен тата?

Çỹлерех асăннă тĕслĕхсене пăхсан Тихоновсен ытти ачисем те физкультурăпа спорта çывăх пулмалла пек. Анчах пачах урăхла: çар çыннисен династийĕ вăй илсе пырать. Кунта улми йывăççинчен аякка ỹкменни палăрать çав.

Михаил Федоровичăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Виталий Тихонов (1938-1982) çар çынни пулнă. Вăл 1959 çулта Вольск хулинчи çар авиацин техника училищине, 1969 çулта Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕпе хисепленекен Хĕрлĕ Ялавлă çар инженери академине пĕтернĕ. Ун хыççăн 1982 çулчченех Оренбург облаçĕнчи Ясный хулинче хĕсметре тăнă.Тăрăм ачи, халĕ Елчĕк ялĕнче пурăнакан Александр Сорокин прапорщик, унтах службăна лекет. Паллашаççĕ — хурăнташсемех.

Александр Васильевич çапла аса илет:

— Виталий Игнатьевич ăс вĕрентсе çапла калатчĕ: «Держи марку!». Кайран вара хушса хуратчĕ: «Чăвашсем яланах лайăх салтаксем пулнă, пулмалла та!»

Шел, В.Тихонов майор пенсие тухма çур çул юличчен инфаркта пула пурнăçран уйрăлнă. Çакă стратегиллĕ ракета çарĕнчи (РВСН) службăра горючи хатĕрĕсемпе нумай ĕçленипе те çыхăннă пулĕ…

Михаил Федоровичпа Татьяна Владимировна Тихоновсен — виçĕ ывăл. Асли, Дмитрий, Сочи хулинче, Александрпа Владимир Елчĕкре çуралнă. Вăтам шкул пурте кунта пĕтернĕ. Вĕсем çар офицерĕ пулас тени, тен, Виталий Игнатьевичпа та çыхăннă-и?

Дмитрий. 1996 çулта Ульяновскри Суворов училищине, 2002 çулта çар çыхăну университечĕн филиалне пĕтернĕ. Капитан званипе запаса тухнă. Халĕ уйрăм предпринимательлĕх ĕçĕпе тимлет.

Александр. Подполковник. Хусанти артиллери университечĕн çар дипломне алла илнĕ хыççăн Буденновск хулинчи 205 бригадăн взвод командирне лартаççĕ. Çар хатĕрленĕвĕнчи лайăх кăтартусемшĕн часах асăннă бригадăн штаб, унтан артиллери начальникне çирĕплетеççĕ. 2018 çулта Санкт-Петербургри Михайлов ячĕллĕ артиллери академине пĕтерсен — Владикавказри 291 бригада командирĕ. Сиринчи ятарлă çар операцине хутшăннă, аманнă. Ăна «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Паттăрлăх» орденĕсемпе наградăланă.

Иртнĕ уйăхра Раççей оборона министерствин информацине пĕлтĕмĕр те, вулакана вырăслах пач улăштармасăр паллаштарас терĕмĕр:

Один день воинской истории России.

При проведении военной операции на территории Украины проявил мужество и отвагу командир 291-ой артиллерийской бригады 58 А подполковник Тихонов Александр Михайлович.

В период с 24 февраля по 5 марта 2022 года руководя подчиненными личным составом, нанес огневое поражение крупным соединениям противника в районе н.п. Мирное и Новобогдановка. Залпами артиллерийских систем соединения уничтожены 2 артиллерийские батареи противника 2 А 65 (5 орудий) и 2 С-1 (4 единицы), находившиеся в укрытии, 12 единиц специальной и более 30-ти единиц автомобильной техники, а также 40 чел. живой силы противника. Кроме того, бригадой ликвидированы: опорный пункт государственной пограничной службы «Чонгар» и 6 взводных опорных пунктов.

Благодаря его грамотным и решительным действиям, поставленные перед соединением боевые задачи выполнены точно и в срок, без потерь среди личного состава.

За мужество и отвагу, проявленные при исполнении воинского долга, подполковник Тихонов Александр Михайлович представлен к награждению орденом «Мужества».

Владимир. Майор. Екатеринбургри артиллери университетне (2011) пĕтернĕ. Виçĕ çул Çурçĕр Кавказра терроризма хирĕç кĕрешме хутшăннă. Буденновскри 205 бригадăри «Град» дивизионăн штаб начальникĕ (2014-2019), Владикавказри 19 бригадăри дивизион командирĕ (2019 çултанпа) хальхи вăхăтра тетĕшĕ пекех службăна хĕрỹ вырăнта малалла тăсать.

В.Тихонов майорăн сăн ỹкерчĕкне çар чаçĕнчи Хисеп хăми çине кĕртнĕ, унта çапла çырнă:

«Равнение на лучших воинов специальной военной операции по демилитаризации и денацификации Украины».

Тихоновсен çар династийĕн кун-çулне тăсакан тепĕр каччă та пур — Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Максим Петров. Çак офицерсен çывăх тăванĕ часах курсант тумне çăлтăрлипе улăштарĕ…

Спортсменсен çемйинче çирĕп воспитани илсе çĕр çинчи чи хисеплĕ те сумлă профессие — çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне пурнăçлакансене ырă та сывă кун-çул кăна сунас килет. Мăнаçланатпăр, мухтанатпăр!

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code