Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат тусĕсем

Хаçат тусĕсем

Почта çыхăну уйрăмĕсене, хальхи вăхăтра уйрăмах, çын нумай кĕрсе тухать. Тĕрлĕрен тÿлевсемпе вăхăтра татăласшăн пурте – Çĕнĕ çула никам та парăмпа пуçласшăн мар. «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акцие декабрĕн 20-мĕшĕчченех тăснине асра тытса чылайăшĕ кунта хăйсене килĕшекен хаçат-журнала çырăнма килет.

Районта пурăнакансем декабрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласах район хаçатне – «Елчĕк ене» 2021 çулхи пĕрремĕш çур çул валли йÿнĕ хакпах – 423 тенкĕ те 48 пуспа çырăнма пултараççĕ.

– Хаçата çынсем юратса вулаççĕ, çак кунсенче ăна пĕрин хыççăн тепри йÿнĕрех хакпа çырăнса юлма васкать,- тет Аслă Пăла Тимешри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Зоя Елисеева.

Кушкă ялĕн хастарĕ Василий Гордеев хăй вăхăтĕнче редакципе туслă çыхăнураччĕ. Вăл ахаль вулакан анчах мар, хаçата тĕрлĕ темăпа статья-корреспонденци нумай çырнă.

Кушкă шкулĕнче фельдшерица пулса тăрăшакан Валентина Алексеева та хаçат тусĕ.

– Район хыпарĕсемпе хаçат урлă туллин паллашатпăр. Ĕçтешсемпе пĕлекен çынсем çинчен ăшă сăмахпа çырса кăтартнисемпе уйрăмах кăсăкланса вулатăп, – тет вăл.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Елчĕк ен» тусĕсем – Василий Гордеевпа Валентина Алексеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code