Шупашкарта III медицина форумĕ иртнĕ.
«Халăх сывлăхне упрасси: стратеги тĕлĕшĕпе тухса тăракан çивĕч ыйтусем тата регион шайĕнчи хуравсем» тĕп тема пулнă. Унта Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Чулхуларан, Уфаран, Саранскран, Мускав облаçĕнчен, Узбекистанран 1500 ытла специалист хутшăннă. «Халăх сывлăхне упрасси сиплевпе кăна мар, профилактикăпа тата çут ĕçĕпе çыхăннă. «Сывлăх патне — утăм» проект тата фельдшерпа акушер пункчĕсем шăпах ялсенче пирвайхи пулăшу центрĕсем йĕркелеме май параççĕ», — тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев.

