Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕл хăратмĕ

Хĕл хăратмĕ

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем çанталăкăн йывăр условийĕсенче тыр-пула алла илнĕ хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла тимлеççĕ.

Хуçалăхра паян-ыран кукуруза вырассине вĕçлĕç. Вăл 100 гектар йышăнать. Юнкун тĕлне унăн 72 проценте управа хывнă. Хальтерех тыр-пул уйĕнчен куçнă харсăрсем — Николай Круглов комбайнер, Петр Мазюкин, Владимирпа Николай, Кирилл Крысовсем, Радик Квасов, Владимир Кукурузов механизаторсем, Вениамин Лисицынпа Герман Зайцев водительсем ĕçĕн пĕтĕм операцине кал-кал тата пахалăхпа пурнăçлаççĕ.

«Сатурнсене» выльăхсене хĕл каçарасси хăратмĕ, мĕншĕн тесен утă та (160 процент), сенаж та (297 процент) ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Герман Зайцев, Кирилл Крысов, Петр Мазюкин, Вениамин Лисицын, Николай Круглов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code