Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хальлĕхе – 36 центнер

Хальлĕхе – 36 центнер

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх ĕнерхи кун тĕлне район уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7003 гектар /30 процент/ вырнă, 5728 гектарне /вырнин 80 процентне/, пурĕ 206858 центнер çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 36,1 центнерпа танлашать.

Районти ял хуçалăх организацийĕсенче вырмана пĕлтĕрхинчен маларах, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă. Çакна кура ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Тыр-пул тухăçĕ те савăнтарать. Хуçалăхсен вырмари ĕçне уйрăммăн хаклас пулсан, «Прогресс» АХОпа «Победа» ООО, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсем, Александр Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕ ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма пултаракансен шутĕнче. Вĕсенче пĕтĕмпе йышăнакан тыр-пулăн 72-53 процентне вырнă, ăна çийĕнчех çапса тĕшĕлеççĕ. Кашни гектартан чи пысăк тухăç пухса кĕртекенсем: «Сатурн», «Рассвет» ЯХПК – 45,8, «АСК-Яльчики» ООО – 45,4, «Комбайн» ЯХПК – 41, Таяпа Энтринчи Анатолий Петров хресчен /фермер/ хуçалăхĕ – 38,5, Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕ – 38 центнер.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра район уй-хирĕсенче «КСУ-1», «ЕС-1» йышши жаткăсем – 11, 64 единица тыр-пул пухса кĕртекен комбайн пĕтĕм хăватпа ĕçлет.

«АСК-Яльчики» ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнипе пĕр вăхăтрах пикенсе çĕр улми кăлараççĕ. Кунта ăна хальлĕхе 6 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ кашни гектар пуçне – 250 центнер.

Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессине малти вырăна хураççĕ: обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пурĕ 9406 тонна /177,1 процент/ утă, 48041 тонна /147 процент/ сенаж хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code