Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Виктория Романова — дипломант

Виктория Романова — дипломант

Санкт-Петербург хулинче «ARTIS» премин номинанчĕсене итленĕ. Çак премие тĕнче шайĕнче искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсенче пысăк ỹсĕмсем тăвакан ачасене тата вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан преподавательсене параççĕ.

Çĕнтерỹçĕсем Пĕтĕм Раççейри е халăхсем хушшинчи «Эпĕ пултаратăп» фестиваль-конкурс проектăн лауреачĕсем пулса тăраççĕ.

Лауреатсен йышне Елчĕкри искусство шкулĕнче Ольга Архипова преподаватель патĕнче ăсталăха туптакан 9 çулхи Виктория Романова та кĕнĕ. Вăл Чулхула хулинче чи лайăх юрăçă пулса Санкт-Петербург хулине «парăнтарма» кайнă.

«ARTIS» премийĕн смотр-конкурсне Раççей, Беларуç, Казахстан, Латви çĕршывĕнчи 1700 ача хутшăннă. Чăваш Енрен хутшăннă пĕртен-пĕр çамрăк юрăç «Гармонь моя» ятлă юрă шăрантарса «Вокал» номинацире дипломант пулса тăнă. Викăна Санкт-Петербургри Мюзик-Холра «2016-2017 çулхи сезонти чи лайăх юрăçă» номинацин дипломне тата призсем парса чысланă.

Маттур, Вика!

В.АРХИПОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code