Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Олимпиадăсем иртеççĕ

Шкул ачисем çулсеренех хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне предметсен олимпиадисенче туптаççĕ.

Хальхи вăхăтра шăпах вĕренекенсен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисем иртеççĕ. Кăçал вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне 21 предметпа тĕрĕслеççĕ. Олимпиадăсем Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртеççĕ. Хальлĕхе 14 предметпа иртнĕ те ĕнтĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ытларах Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Лаш Таяпа шкулĕсенчен.

Район шайĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсем декабрĕн 21-мĕшĕччен пыраççĕ. Чи нумай балл пухакансене регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнма суйласа илеççĕ.

70 çул алла-аллăн

Исемпелĕнчи Александрпа Нина Пчеловсем мăшăрланнăранпа 70 çул çитнине паллă тунă.

Районта вĕсем пек нумай çул алла-аллăн тытса утакан мăшăр урăх çук. Хисеплĕ мăшăра районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Н.Баймушкина, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Тихонова саламланă. Вăрçă хыççăнах пĕрлешнĕ Пчеловсем савăнăçне те, хуйхи-суйхине те сахал мар курнă, çапах яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăннă. Нина Андреевнăпа Александр Дмитриевич 5 ача пăхса ỹстернĕ. Халĕ вĕсен 7 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук.

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхравлать

Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем физкультура учителĕ А.Адюков ертсе пынипе йĕлтĕр спортне питĕ кăмăллаççĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине чи малтанах çиччĕмĕшсем тăнă. Вĕсем хĕл тăршшĕпех йĕлтĕр йĕрне çухатасшăн мар. Ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.

«Эпĕ — тĕпчевçĕ»

Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ лицейра шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсен «Эпĕ — тĕпчевçĕ» тĕпчев ĕçĕсен тата пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕ иртнĕ.

Унта 400 ытла çамрăк тĕпчевçĕ хутшăннă. Конкурса Шăмалакри «Ромашка» ача садне çỹрекен Анна Егорова «Вырăссен пусма пуканен историйĕ тата унăн пĕлтерĕшĕ» тĕпчев ĕçĕ тăратса мала тухнă. Анна диплома тата парнене тивĕçнĕ. Хĕрпĕрчи çитĕнỹ тунă çĕрте Ирина Воронова воспитателĕн тỹпи пысăк.

Фестиваль-конкурсра

Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче «Созвездие талантов — 2017» ятпа ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери IX фестиваль-конкурса юрра-кĕвве кăмăллакансем хаваспах хутшăннă.

Елчĕкре ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕнче пултарулăхне туптакан Ульяна Патшина (ертỹçи О.Архипова) фестиваль конкурсра «Вокал: песня из репертуара Аллы Пугачевой, до 9 лет) номинацире III степень, «Эстрадный вокал, до 9 лет» номинацире I степень лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Пăр çỹхе — асăрханăр!

Кĕрхи çанталăк ултавлă. Кăштах сивĕсем пулса иртнĕ хыççăн юхан шывсем çиелтен çỹхе пăрпа витĕнме те ĕлкĕрчĕç. Халĕ вара урамра ăшă çанталăк тăрать.

Шăпах çакăн евĕр пăр ачасемпе пулăçсемшĕн пысăк хăрушлх кăларса тăратать. Çỹхе пăр çинче асăрхануллă пулар, инкекрен сыхланар. Аслисен кĕçĕннисене çỹхе пăр хăрушлăхĕ пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code