Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш чĕлхине аталантарасси пирки

Чăваш чĕлхине аталантарасси пирки

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш вице-премьерĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă. Унта пухăннисем Чăваш Республикин «Культурăна тата туризма аталантарасси» программин «Чăваш чĕлхине упрас, вĕренес тата аталантарас» çумпрограммăн проектне ырласа йышăннă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçалхи Чăваш чĕлхин кунĕнче программа хатĕрлеме хушу панă.

Çумпрограммăн тĕп тĕллевĕ – 2021-2025 çулсенче чăваш чĕлхине анлăрах сарма, вĕренме, çĕнĕ методикăсене пурнăçа кĕртсе условисем туса парасси. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 28,3 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Патшалăхăн «Культурăна тата туризма аталантарасси» программине улшăнусем кĕртесси çинчен ЧР культура министрĕ Светлана Каликова каласа панă. Светлана Анатольевна шучĕпе ачасене пĕчĕккĕллех, садик çулĕсенчен тытăнса, тăван чĕлхене ăша хывмалли майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн валли тĕрлĕ мелпе усă курмалла – пĕчĕккисем валли чăвашла мультфильмсем ÿкересси таранах. Улшăнусем пурри халех палăрать. Калăпăр, чăваш писателĕсен кĕнекисем шкулсен библиотекисене таврăнаççĕ.

Сăмах тĕпрен илсен хайхи программăн культурăна халалланă çумпрограммин чăваш чĕлхине аталантарассипе çыхăннă пайĕ тавра пынă. Чĕлхене вĕрентмелли тытăма лайăхлатасси, чăваш чĕлхипе усă курассине анлăлатасси тата ытти те – чăннипех ырă тĕллевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code