Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чире пĕрле çĕнтермелле, тăрăшнин усси те пултăр

Чире пĕрле çĕнтермелле, тăрăшнин усси те пултăр

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарса лартас тĕллевпе ĕçлекен районти штаб ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ĕнерхи черетлĕ ларура, малтан онлайн мелĕпе иртнĕ республикăри оперштабра сÿтсе явнине пĕтĕмлетсе, çак шухăша тата уççăн палăртса каларĕ.

– Хăрушă чирпе çыхăннă ыйтусене çирĕп контроле илнĕ пулсан та, районти лару-тăру лăпкă мар. Çак вăхăтчен 240 ытла çын ковидпа чирлени çирĕпленнĕ. Юлашкинчен, декабрĕн 4-10-мĕшĕсенче 10 çын усал чирпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Хальхи вăхăтра 8-шĕ больницăра выртса сипленеççĕ, чире çăмăлрах ирттерекен 23 çынна килте сипленме хăварнă, – тесе пĕлтерчĕ Леонард Васильевич.

ОРВИпе тата гриппа ачасем те çине-çинех чирлеме тытăннă. Декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти шкулсенче ĕçлекенсем – 9 çын, 108 вĕренекен, ясли-сада çÿрекен 25 ача чирленĕ. Вĕсем ытларах Елчĕк шкулĕнче. Елчĕк шкулĕнчи 1 ĕçлекенĕн тата 1 вĕренекенĕн – коронавирус. Тăватă класри 86 ача дистанци мелĕпе вĕренеççĕ.

Кăçалхи лару-тăрура ĕç коллективĕсене ушкăнпа Çĕнĕ çул елки тавра пухăнма, обществăлла апатлану вырăнĕсенче корпоративсем йĕркелеме чарасси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ юлашки вăхăтра тăтăшах аса илнĕрен:

– Ку ыйту патне урăх таврăнмастпăр, – терĕ татăклăн.

Леонард Левый уяв, кану кунĕсене пăхмасăр, куллен рейда тухакан районти мобильлĕ ушкăнсен ĕçне те пĕтĕмлетрĕ. Пĕр эрнери тапхăрта та /декабрĕн 4-10-мĕшĕсенче/ вĕсем суту-илÿ объекчĕсенче – 145, обществăлла апатлану предприятийĕсенче 21 хутчен, транспорт тата ыт. те пулса тĕрĕслевсем ирттернĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсен тĕлĕшпе татăклă мерăсем йышăннă. Апла пулин те районти штаб ертÿçи мобильлĕ ушкăнсене хăйсен полномочийĕсемпе туллинрех усă курма, малашнехи тĕрĕслевсенче яваплă çынсенчен тата çирĕпрех ыйтма хушрĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code