Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туристсене илĕртмелли вырăнсем

Туристсене илĕртмелли вырăнсем

Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – вĕренÿ министрĕ Алла Салаева ертсе пыракан ушкăн Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Савватипе пĕрле Сĕнтĕрвăрри хулинче пулчĕ.

Архитекторсем палăртнă тăрăх, Сĕнтĕрвăррине çÿлтен сăнасан вĕçен кайăк кÿлепине курма пулать, унăн çуначĕсем çинче – Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркÿ тата Çветтуй Троица соборĕ. Анчах вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмесĕр туристсене епле илĕртмелле-ха? Кашни паллă вырăнăн хăйĕн историйĕ, халапĕ… Сăмахран, Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркÿре пĕрремĕш настоятеле асран кăлармаççĕ. Унăн пурнăçне Емельян Пугачев татнă. Кунтан инçех мар вăл мул пытарнă, анчах ăна халĕ те тупайман-ха. Çветтуй Троица чиркĕвĕн историйĕ те кăсăклă. Унăн айĕнчен çÿремелли шăтăксем пулнă, анчах вĕсем ăçта илсе çитерни те паллă мар – е ишĕлсе пĕтнĕ, е хупăннă.

– Икĕ чиркĕвĕ те хулан чи паллă вырăнĕсем шутланаççĕ, çавăнпа вĕсене юсаса çĕнетмеллех. Çак чиркÿсем – историллĕ астăвăм та, Сĕнтĕрвăрри халăхĕн хÿтлĕхĕ те, – терĕ Савватий митрополит.

Хулари купсасен музейĕ – чăн-чăн тĕслĕх. Кунта туристсене кĕрсе тухма, экспонатсемпе паллашма майсем пур.

Т.ИШМУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code