Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхоз председателĕ Иван Яковлевич Денисов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă музейри тĕл пулу-аса илỹ нумайлăха асра юлĕ.
КĔСКЕ СПРАВКА: Иван Яковлевич Денисов 1951 çулта Тĕрлемесри колхоз бухгалтерĕсен, 1966 çулта советпа парти шкулĕсенчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн куçăмсăр майпа КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулне пĕтернĕ. 1943-1950 çулсенче Совет Çарĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă, милитаристла Японие хирĕç вăрçа хутшăннă. Профессийĕпе — бухгалтер-экономист. 1951-1954 ç.ç. районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп ревизорĕ, 1954-1960 ç.ç. Шăмалакри «Вторая пятилетка» колхоз председателĕ. 1960 çулта 7 ялтан тăракан «Слава» колхоз председательне суйланă. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн, фронтри паттăрлăхшăн çĕршывăн пысăк наградисене — Ленин, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, нумай медале тивĕçнĕ. Чăваш АССР тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн, Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те наградăланă. Унăн ячĕ округри Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине çырăннă. Иван Денисов 2005 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă, ун чухне вăл 79 çулта пулнă.

Елчĕк тăрăхĕ ял хуçалăх производствин хастарĕсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — Шăмалак ялĕнче пурăннă Иван Яковлевич Денисов. Вăл республикăри чи лайăх 20 колхоз председателĕ хушшинче, кĕске вăхăтри тăхтава шута илмесĕр, пурĕ 44 çул колхоз председателĕнче ăнăçлă ĕçленĕ республика историйĕнчи пĕртен-пĕр çын. Çав шутран 30 çул «Слава» колхоза — 1990 çулччен, «Слава» арканнă хыççăн тепĕр 8 çул, 2001 çулччен, «Свобода» хуçалăха ертсе пынă. Сăмах май каласан, хăйĕн сывлăхне, вăй-халне шеллемесĕр 75 çул тултариччен ертỹçĕре тăрăшнă вăл.
Ял хуçалăх производствин ăста организаторне сума суса ирттернĕ округ шайĕнчи çак тĕл пулăва округри АПК ветеранĕсем (вĕсем пурте Денисова лайăх паллаççĕ тата унпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ), вĕсемпе пĕрле округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хамăр ентеш, 1977-1985 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ, республикăри АПК ветеранĕсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков хутшăнчĕç.
Иван Денисов хуçалăх экономикине тĕреклетмелли майсене анлăн ĕçе кĕртмеллине ăнланнă. Çак тĕллевпе 1962 çулта «Слава» колхозăн пур комплекслă бригади те, районта пуринчен малтан, хуçалăх расчечĕ çине куçнă. Çакăн хыççăн хуçалăх майĕпен ура çине тăма пуçланă. Çапах та чăн çитĕнỹсен çулĕ 1967 çултан пуçланнă. Çав çул кашни гектартан 20,4 центнер тĕш тырă, 181 центнер çĕр улми, 192 центнер пахча çимĕç, 225 центнер выльăх кăшманĕ туса илнĕ. Саккăрмĕш пилĕкçуллăх кăтартăвĕсем (1966-1970) тата пысăкрах пулнă. Колхоз çак тапхăрта патшалăха 72 пин центнер тĕш тырă сутнă, çапла майпа задание 2,5 хут ирттерсе тултарнă. Тупăшлăх та çулсерен ỹссе пынă, 1970 çулта вăл 28 процента çитнĕ. Тупăш паракан культурăсем, пахча çимĕç, чĕкĕнтĕр, хăяр, кишĕр, сухан вăрлăхĕсем туса илме тытăннă. Çав çул Çĕнĕ Эйпеç бригадинчи пахчаçăсем 6 тонна кишĕр вăрлăхĕ туса илнĕ. 1968 çултан вара колхоз пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынă.
…1954 çулта çĕршыва ертсе пыракансем ял хуçалăхне аталантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тытăннă. Мĕншĕн тесен çак вăхăт тĕлне халăха апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтересси çивĕч тăнă. Çак лару-тăруран тухас тĕллевпе Казахстанри, Çĕпĕрти хальччен усăсăр выртнă çĕрсене сухаласа çерем уçма тытăннă. Çапла майпа сухалакан çĕрсен лаптăкне ỹстерме, çĕршыва ял хуçалăх культурисемпе тивĕçтерме шутланă. Унсăр пуçне, яваплă вырăнта ĕçленĕ ертỹçĕсене 25 пинлисен шучĕпе колхозсемпе совхозсене ертсе пыма янă. Çав йыша Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх управленийĕнче тĕп ревизорта ĕçлекен Денисов та лекет. Ăна хăй çуралса ỹснĕ ялти «Вторая пятилетка» колхоза ертсе пыма яраççĕ. Иван Яковлевичпа тĕл пулнă чухне вăл çакна та аса илнĕччĕ: «Председателе суйласан тепĕр кунхинех колхоз пурлăхне пăхса çаврăнтăм, документсемпе паллашрăм. Тăван ялти колхоз ĕçĕ-хĕлĕ маншăн çĕнĕлĕх марччĕ пулин те, тĕплĕн тишкернĕ хыççăн савăнăçлах мар ỹкерчĕк тухса тăчĕ: ĕç кунĕ пуçне темиçе çĕр грамм тырă валеçнĕ, укçан пачах паман. Учетпа отчет ĕçĕ юхăннă, колхоз парăма чылай кĕнĕ. Хуçалăхра сăвăнакан 13 пуç ĕне, ытти мăйракаллă шултăра выльăх 50 пуçа яхăн, 200 пуç сысна пулнă. Техника та сахал: 1 автомашина, 4 сеялка, 3 жнейка çеç».
Ĕçе мĕнрен пуçлас ыйту çивĕч тăнă председательшĕн.
«Ĕç дисциплинине çирĕплетессине, çĕр пулăхне ỹстерессине тĕп вырăна хутăмăр. Апла пулин те пĕрремĕш çулхине кашни гектартан 7 центнер тĕш тырă туса илни никама та тивĕçтермерĕ. «Вăрçăччен 20 центнера яхăн тырă туса илме пултарнăскерсем, нивушлĕ çав шая çитейместпĕр?» — тесе шухăшлатăп. Яваплă вырăнсене пултаруллă, ĕçчен специалистсене шанса патăмăр. Çĕр пулăхне ỹстернин усси 4-5 çултан курăнчĕ, 7 ял «Слава» колхоза пĕрлешсе пысăкланиччен Шăмалак колхозĕ гектар тухăçне 17 центнера çитерчĕ. Çĕр улмине кашни гектартан 150 центнер туса илтĕмĕр. Ĕç кунĕ пуçне 5-6 килограмм тырă, 5 пус укçа тỹлеме тытăнтăмăр. Ял халăхĕ те лайăхрах пурăнма тытăнчĕ. Вăрман хĕрринче вырнаçнă ĕне, сысна витисене те урăх вырăнта çĕнĕрен туса лартрăмăр. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ 150, самăртма хупнă мăйракаллă шултăра выльăхсем 300 пуçа çитрĕç. Сăвăм та, выльăхсем ỹт хушасси те ỹсрĕ. Пахча çимĕç туса илессине çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр. Çаксем пурте тупăш пама тытăнчĕç. Районта пуçласа дизеле ĕçлеттерсе яла электричество çути патăмăр. Ял çынни пурнăç çине хаваслăрах пăхма тытăнчĕ. Ку вăхăт тĕлне парăмсене татса колхоз кассинче ирĕклĕ укçа та пурччĕ ĕнтĕ», — каласа кăтартнăччĕ И.Денисов.
1960 çулта районти колхозсене пысăклатма тытăннă. Яманчỹрел, Вăрăмхăва, Çĕнĕ Эйпеç, Лаш Таяпа, Шăмалак, Пикшик, Адиково ялĕсене «Слава» колхоза пĕрлештерме йышăннă. Лаш Таяпара уполномоченнăйсен пухăвĕ виçĕ куна пынă. Тĕп ыйту пĕрлешсе пысăкланнă колхоз ертỹçине суйласси пулнă. Парти райкомĕ урăх çынна сĕннĕ, ял çыннисем — Денисова.
И.Денисов умне унчченхи ыйтусем тепĕр хут тухса тăнă — пысăкланнă хуçалăха «шурлăхран» мĕнле туртса кăлармалла? Ĕç калăпăшĕ те пысăкланнă, усă куракан çĕр лаптăкĕ çеç 6000 гектартан иртнĕ, çĕр ĕç культурисем япăх пулнă, ĕç дисциплини хавшанă. Сухалакан кашни гектар çĕр пуçне 20,7 центнер аш-какай анчах туса илнĕ, çулталăкра пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 1700 килограмран иртеймен.
Лару-тăрăва улăштарас тесе пĕр çулталăк иртнĕ хыççăн ертỹçĕ правленипе килĕшсе Шупашкартан экономистсене чĕнсе илет. Вĕсем хуçалăх экономикине темиçе уйăх тишкернĕ хыççăн хуçалăх расчечĕ çине куçмалли положени туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн кашни комплекслă бригада, ферма, машинăпа трактор паркĕ хуçалăх расчечĕ çине куçнă. Колхозниксене гаранти йĕркипе тỹлеме тытăннă. Хуçалăх расчетне те çулсерен çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, вĕсем вара лайăх ĕçлеме хавхалантарнă. Çапла вара колхоз тупăшлăхĕ çулсерен ỹссе пынă, 1970 çулта вăл 28 процента çитнĕ.
1986 çулта ĕçри пысăк кăтартусемшĕн колхоза Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Колхоз председательне Социализмла Ĕç Геройĕ ят пама та тăратнă. Анчах тивĕçлĕ документсем Мускава çитеймен…
Тĕл пулу-аса илỹ вăхăтĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый, республикăри АПК ветеранĕсен хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков тата ыттисем те Денисов пирки нумай аса илчĕç. Ĕç паттăрĕн — Иван Денисовăн ячĕ вилĕмсĕр пулнине çакăн хыççăн тепĕр хутчен тỹррĕнех ăнланса илме пулчĕ…
Паллă ентеше халалласа Шăмалакра та чаплă мероприяти ирттернĕ.
Светлана АРХИПОВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ.

