Иван Яковлевич Яковлев çут ĕç патриархĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче» çакăн пек сăмахсем пур: «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр».

Пулнă çавăн пек çын! Тăван халăха чунтан парăннă, унăн еткерлĕхне упраса хăварассипе тата аталантарассипе пĕлĕвне, вăй-халне панă Олег Мустаев вăл. Чĕмпĕр тăрăхĕнче çеç мар, Раççейĕн йăхташăмăрсем тĕпленнĕ ытти регионта та унпа танлашакан пулман. Вĕри чĕреллĕ, çиле хирĕç чарăнмасăр шав малалла талпăннăскер, ют çĕрте çухалса кайман. Вăл Ульяновск облаçĕнчи наци теле- тата радиопередачисен чăвашла передачисене йĕркелекенĕ, тĕп редакторĕ пулнă, XIX ĕмĕрте И.Яковлев тутарнă хулари православи чиркĕвне хута янă, 2016 çулта чăвашсен наци-культура автономине туса хунă…
Вăл — тĕрĕк тĕнчин тĕпчев фончĕн Аслă Канашĕн членĕ (Турци), Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, тĕнчери глобаллă информаци управленийĕн академийĕн (Мускав) чăн член-корреспонденчĕ… Тăван республикăра ăна министр, ЧНК президенчĕн должноçĕсене те сĕннĕ, вăл — килĕшмен. «Эпĕ унтан пăрахса кайма пултараймастăп», — пулнă хурав. (Малалла вăл каланă шухăшсене кавычкăра илсе кăтартăпăр).

…2022 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Эйпеç ачин чĕри сасартăк ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Шăпах çак кун, шăматкун, Елчĕкри культура керменĕнче мухтавлă ентешĕн асăну мероприятийĕ иртрĕ. Вăл тепĕр пысăк сăлтавпа та, «Кăвар чĕре» документлă фильм презентацийĕпе, çыхăннă.
Фильм мĕнле çуралнă пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Вячеслав Трофимов каласа панинчен пĕлтĕмĕр:
— Ман пата çывăх юлташсем — Виктор Смирнов, Дмитрий Судаков килнĕччĕ, Александр Магарин (тăпри çăмăл пултăр) ĕçтешĕм те пĕрлеччĕ. Калаçу тапхăрĕнче Олег Мустаевăн 60 çулхи (04.12.1965) юбилейне халалласа фильм ỹкересси патне çитсе тухрăмăр. Тỹрех вара Марина Карягинăпа çыхăнтăмăр.
«Кăвар чĕре» хăйĕн чаршавне уçрĕ. Хĕрĕх минута пыракан картина тулли зала шăплăхра тытрĕ. Вăл Олег Николаевича çĕнĕрен курма, унăн сассине илтме, унăн хăвачĕпе, асамлăхĕпе ăсталăхне туйма май пачĕ.
Фильмра пĕр çынна кăна мар, пĕр çын пурнăçĕнче сăнарланнă пĕтĕм саманана кăтартнă. Ентешĕмĕр тăван чăваш халăхне чикĕсĕр юратнине, уншăн чунне пама хатĕррине курса ĕненетĕн. Чăннипех кăвар чĕреллĕ пулнă çав вăл.
— Елчĕк çĕрĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян, — терĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый, — вĕсенчен пĕри — Олег Мустаев. Вăл чăваш халăхĕн историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Ентешĕмĕр пĕтĕм пурнăçне чăвашлăха çĕклессипе çыхăнтарнă. Çакă фильмра та лайăх курăнать. Тĕл пулмассерен Олег Николаевич районти ĕç-хĕлпе интересленетчĕ, сĕнỹ-канаш та паратчĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсене кура ăна «Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Мухтавлă çыннăмăрпа чăннипех мăнаçланатпăр.
Экран çине Олегăн ачалăхри, çамрăклăхри кун-çулне сăнлакан кадрсем, çывăх тăванĕсен, тус-юлташĕсен, пĕрле ĕçленисен аса илĕвĕсем тухса пынă май тарăн шухăша путатăн.
«Мана ним те кирлĕ мар, — тет Олег пĕр самантра, — мул кирлĕ мар мана. Аттепе анне мана чăваш халăхĕшĕн çуратнă. Вăрăм ĕмĕр кăна кирлĕ мана, чăваш халăхĕшĕн ĕçлеме».
Мăшăрĕ, Елена Николаевна, ăна чĕрине кăларса халăха çутатса пыракан Данкопа танлаштарчĕ.
Мустаев управçă кăна мар, малашлăха тинкерекен, тымарсăр пуласлăх çуккине ăнланакан çын пулнă. Вăл хулари тата облаçри чăвашсене хăй тавра пĕтĕçтернĕ, чăваш пулнишĕн мăнаçланма кирлине час-часах каланă. «Пуçа пĕксе мар, каçăртса çỹремелле, мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пулăр». Чăваш чĕлхи уççăнрах та илтĕнме пуçланă, тата çакна асăрханă: хулара иртекен Акатуя çынсем чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе тата капăрлăхсемпе килеççĕ. Малтан вăл ĕçе те чăваш кĕпипе çỹренĕ.
Ульяновск облаçĕнче 20 ытла наци-культура автономийĕ шутланать. Олег Николаевич вĕсем те вырăс хутлăхĕнче малалла аталанччăр тесе тăрăшнă, вĕсен ертỹçисемпе килĕшỹре ĕçленĕ. Çавăнпа ăна пурте хисепленĕ те.
Вăл ĕçсĕр ларма пултарайман, мĕн те пулин палăртнă пулсан ăна вĕçлемесĕр чарăнман. Шутланă тăк — пурнăçланă. Анчах нумай ыйтăва «çỹлте» ларакан тỹре-шарапа канашласа кăна татса пама май килнĕ. Вĕсем вара çунса тăракан куçсене, шухăшĕсене витермелле уçса паракана хирĕçлеймен.
Ульяновскри чăваш элчи пулăшу аллине тăсассинче те ютшăнман. Çавна май пĕр тĕслĕхе çеç, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Олег Осипов каласа панине илсе кăтартам.
— 2017 çулта эпир 10-мĕш класри Дмитрий Волковпа Ульяновска Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна кайрăмăр, — терĕ вăл. — Пире конкурссен, ăмăртусен программипе паллаштарнă хыççăн биатлон пăшалĕнчен пемелли пирки те пĕлтерчĕç. Кăна вара тытса та курман эпир. Мĕн тумалла? Хулара халĕччен хам палламан, пачах курман Олег Мустаев ĕçленине илтнĕ-ха. Юлташран унăн телефон номерне ыйтса шăнкăравларăм. Тем вăхăтран вăл вырăнти тĕп тренертан, пушкăрт чăвашĕнчен, винтовка илсе те килчĕ. Ку кăна та мар. Ентешĕн тараватлăхне кура эпир хăна çуртĕнче 5 кун тỹлевсĕр пурăнтăмăр. Манăн вĕренекен вара ун чухне олимпиадăн абсолютлă çĕнтерỹçи пулса тăчĕ.
Мустаев Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра пулнă. Отделени командирĕ, мĕн тетĕр, хăйне пăхăнса тăракан салтаксене стройпа «Шăнкăрав курăкĕ» юрă юрлаттарса уттарнă. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне Чĕмпĕр чăвашне çара ăсатнă май, хулари «Студентсен хули» чарăнура купăс каласа, юрласа ăсатнă. «Эс унта чăвашла калаç, асту!»
Олег Мустаев чăвашсен ĕмĕрхи йăла-йĕркине упракан, ывăнма пĕлмен тĕпчевçĕ, юрра-кĕвве юратакан та. Унăн килĕнчи музейĕпе паллашнисем тĕлĕнмен мар пулĕ. Вячеслав Трофимов ăна Чăваш наци музейĕпе юнашар тăракан управ вырăнĕпе танлаштарчĕ. Культурăра тата? «Юрă вăл нăй-нăй тумалла мар — янраса тăмалла!» Купăсçи, гитарисчĕ те хăех. Пурнăçпа, тăванлăхпа çыхăннă тарăн шухăшлă хайлавсене уйрăмах килĕштернĕ вăл. Вĕсенчен пĕрне, «Ĕмĕр иккĕ килмест» юрра, Çĕнĕ Эйпеçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Хамăр ял» пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Олегăн йăмăкĕсем шăрантарчĕç.
Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ хăй çырнă тата пĕтĕм чун-хавалтан янратнă «Яльчики» юрă вара пирĕн тăрăхри, Чĕмпĕр енчи мероприятисенче те пуç пулса тăчĕ. Тĕл пулу вĕçĕнче ăна «Шуçăм», «Тускил», «Тарават» ушкăнсемпе пуçтарăннă халăх ура çине тăрса юрларĕ…
Мероприяти хыççăн Олег Николаевичпа пĕрле ĕçленĕ Ульяновск облаçĕнчи чăваш культурин центрĕн пайĕн заведующийĕн Ираида Гаврилован шухăшне пĕлес терĕмĕр.
— Олег вăйлă ертỹçĕччĕ, хăй тавра çынсене пуçтарма, вĕсене хавхалантарма пĕлетчĕ. Кулленхи ăнăçăвĕсемшĕн савăнатчĕ, çивĕч ыйтусене татса пама пикенетчĕ. Унăн пĕрмаях мĕнле те пулин курăмлă ĕç тумаллаччĕ, тăватчĕ те. Мана пурăнма васканă пек туйăнатчĕ вăл.
Олег Мустаев — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Аслă Петĕр ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, РФ Патшалăх Думин Хисеп хучĕсемпе тата нумай орден-медальпе наградăланă.
…О.Н.Мустаевăн пурнăçĕ — хăйĕн халăхне чунтан парăнса ĕçленин çутă тĕслĕхĕ. Вăл туса пĕтереймен ĕçсене паян унăн ĕçтешĕсем малалла тăсаççĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

