Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнеке вуласа ырра вĕренетпĕр…

Кĕнеке вуласа ырра вĕренетпĕр…

Вырăскассинчи библиотекăна çÿрекенсенчен ытларахăшĕ пенсионерсем. Мĕн пытармалли: ялсем ватăлса пынăçемĕн вулакансен йышĕ те çулсерен чакса пырать. 12 çул библиотекарьте ĕçлекен Раиса Векова каланă тăрăх, ватăсем библиотека сукмакне такăрлатма пăрахмаççĕ-ха. Акă, Альбина Векова, Николай Кириллов, Иван Лисицын, Василий Кузнецов ĕç ветеранĕсем çĕнĕ кĕнекесем килессе кĕтсех тăраççĕ.

Хĕл кунĕсенче вĕсем кĕнеке, хаçат-журнал вуланисĕр пуçне шашка-шахматла, доминолла выляма, пĕр-пĕрин сывлăхне пĕлмелле курса калаçма культура çуртне васкаççĕ. Гаврил Венедиктовпа Василий Веков харсăррисен йышĕнче.

36 çул пуçламăш классене вĕрентнĕ Альбина Векова кĕнеке вуламасăр кун иртменнине пĕлтерет.

– Эпир пĕчĕккĕ чухне телевизор, компьютер пулман – пушă вăхăтра кĕнеке вуланă. Çав йăлана халĕ те пăрахас килмест, – тет вăл.

Альбина Зиновьевна чăх-чĕп пăхнă çĕрте те ахаль лармасть, мăнукĕсене юмахсем вуласа парать.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Кириллов, А.Векова Сергей мăнукĕпе, Р.Векова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code