Воскресенье, 22 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призерсемпе тĕл пулнă

Призерсемпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди Атăлçи федераллă округри шырав отрячĕсен «Никам та манăçман» XII округ слечĕн пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕнче призерсемпе тĕл пулнă. Унта Чăваш Енри общество юхăмĕн вăтăра яхăн представителĕ хутшăннă.

— Эсир пĕр командăна чăмăртанса Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хỹтĕлерĕр. Çакă Тăван çĕршыва юратнин ырă тĕслĕхĕ. Вăл пулас ăрусемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Правительстви çитĕнекен ăрăва историлле астăвăма упраса хăварас тата патриотла воспитани парас ĕçре кирлĕ пулăшу парассине малалла тăсĕ, пур пуçарăва та уçăмлă ĕç планне йĕркелесе шырав юхăмне тĕрлĕ ăрури çынсене ытларах явăçтарĕ, — палăртнă Олег Алексеевич.

Слет Атăлçи федераллă округри 14 регионтан шырав юхăмĕн 200 ытла хастарне пĕрлештернĕ.

Тĕл пулу хастарсене чыслассипе вĕçленнĕ. Олег Николаев призер-командăна тата ачасене округ слетне хутшăнма хатĕрлекенсене Тав çырăвĕсем панă. Çавăн пекех регион ертỹçи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грант конкурсĕн çĕнтерỹçисем пулса тăнă шырав отрячĕсемпе пĕрлешỹсен представителĕсене сертификатсем панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code