Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район кун-çулĕ упранать

Район кун-çулĕ упранать

301 çул каялла çак кун 1 Петĕр патша «Тĕп регламент тата устав» указа алă пусса çирĕплетнĕ. Унта патшалăх учрежденийĕсен докуменчĕсене архива упрама памаллине тата архивсен çак документсене шута илсе пымаллине палăртнă.

Районта архив ĕçĕ-хĕлĕ 1936 çулта пуçланса кайнă. Майăн 26-мĕшĕнче шăпах 85 çул çитет. Архивра 1928 çултан пуçласа паянхи кунчченхи документсем упранаççĕ. Иртнĕ çул кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ, кабинетри сĕтел-пукана çĕнетнĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 183 фонд шутланса тăрать, вĕсенче – 22071 документ. Пĕлтĕр 401 документ йышăннă, 316-шĕ эксперт комиссийĕ витĕр тухнă. Иртнĕ çул 1374 ыйту йышăннă, çав шутра социаллă справкăсем 1281, документ копийĕсем 93 çырнă. Коронавирус инфекцине пула çынсен ыйтăвĕсене электронлă мелпе, телефонпа, почтăпа та йышăнатпăр. Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн, НФЦ урлă тухнă çынсен ыйтăвĕсене те пур енлĕн тивĕçтеретпĕр.

Архивра литература пуянлăхĕ те ÿссех пырать. Н.Алексеев «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнекине парнелерĕ. Çавăн пекех Шупашкарти истори архивĕ /ертÿçи Г.Ертмакова/ Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «История Чувашского края в уникальных документах», «Населенные пункты Чувашской Республики» /çĕнĕ издани/, «Чебоксары во второй половине 16-20 веков» – 6 томлă кĕнекесемпе тивĕçтерчĕ. Шупашкарти виçĕ тĕп архив пĕрлехи вăйпа тылри ĕç паттăрĕсене халалласа диск кăларнă. Ăна та районти архива çитернĕ.

Г.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code