Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕтĕм Раççейри акци

Пĕтĕм Раççейри акци

Мартăн 13-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта пĕтĕм Раççейри «Ашшĕ-амăшĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменне памалли пĕрлехи кун» акци старт илет.

Унта 11 класран вĕренсе тухакансен, çавăн пекех районти шкулсенче вĕренекен ытти ашшĕ-амăшĕ те, кăмăлне кура хутшăнма пултараççĕ. Вырăс чĕлхипе иртекен экзаменра шкул пĕтерекенсен ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕпе улшăнма май пур: вĕсем ППЭ мĕнле иртнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненĕç. Экзамена хутшăнас текенсен мартăн 9-мĕшĕччен ятарлă формăра хăйсем çинчен пĕлтермелле.

Экзамен хыççăн çавра сĕтел иртет. Сăмах унта ППЭн кăçалхи уйрăмлăхĕсем пирки пырĕ. Пурин те çумра паспорт пулмалла.

Е.НИКИФОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code