Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кăмăл-туртăмĕ пысăк

Кăмăл-туртăмĕ пысăк

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹре, ăслăлăхра, спортра, обществăлла ĕçре тата ытти сферăра пысăк пултарулăхпа палăрнисене çулсерен стипенди парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак сума Елчĕкри вăтам шкулти 13 вĕренекен тивĕçрĕ.

Маттуррисен йышĕнче 11 «а» класра пĕлỹ пухакан Юлиана Иванова пурри те савăнтарать. Эпĕ унăн çитĕнĕвĕсене, уйрăмах вĕренỹри çĕкленĕвне куллен курса-туйса тăратăп та, тивĕçлех вăл.

Юлиана «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Ытларах унăн истори, обществознани, право тата экономика предмечĕсен енне туртăм пысăк. Çавна май асăннă дисциплинăсемпе округри, регионти олимпиадăсенче те пĕр хутчен мар палăрнă. Кăçал, акă, биологи предметне те «парăнтарчĕ» — округри олимпиадăра виççĕмĕш призера кĕчĕ.

Тăрăшуллă та тỹрĕ кăмăллă хĕр ача гуманитари ăслăлăхĕсене кăмăллани çакăнтан та курăнать. Вăл республика шайĕнче финанс енĕпе, Раççей Федерацийĕн Прокуратури 300 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ олимпиадăсенче 3-мĕш вырăн йышăннă. Наукăпа практика конференцийĕсенче çĕнтернине çирĕплетекен дипломсем те сахал мар унăн.

Надежда КУШМАНОВА,
класс ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code