Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пархатарлă ĕçшĕн – тав!

Пархатарлă ĕçшĕн – тав!

Коронавирус инфекцийĕ кăларса тăратнă йывăр лару-тăрура уйрăмах медицина ĕçченĕсене çăмăл мар. Пурнăçĕпе сывлăхне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкерсе куллен ĕçе васкаççĕ вĕсем.

Елчĕкри тĕп больницăри Наталья Борисова рентгенолог тухтăрпа Мария Волкова рентген лаборант кулленех ĕç вырăнĕнче. Медработниксем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен иккĕшĕн те медицинăри ĕç стажĕ 17 çулпа танлашать.

Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн районти мĕн пур медработника пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ калама тивĕçлĕ эпир.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Борисовăпа М.Волкова ĕç вырăнĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code