Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тумла пăрĕнчен асăрханăр!

Тумла пăрĕнчен асăрханăр!

Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранни ерипен-ерипен сисĕнсе пырать пулин те, урамра çуркунне ирĕккĕнех хуçаланма тытăнаймасть-ха. Ирĕн-каçăн çав-çавах сивĕ тăрать. Кăнтăрлахи хĕвел питтинче çеç çурт хĕррисенчен кап! та кап! сас парса юр шывĕ сăрхăнать. Юр шывĕ тенĕрен, хальхи вăхăтра çуртсен, уйрăмах тĕрлĕ организаци-предприятисен, лавккасен тăрринче хĕл каçа хулăнланса ларнă юр сийĕ катрамăн-катрамăн шуса анса ÿкнине сăнама пулать. Çавăнпа та çуран çÿрекенсен вĕсен умĕнчен иртсе кайнă чухне асăрханмалла, çуртпа юнашарах утма тăрăшмалла мар. Ку тĕлĕшпе пурин те асăрхануллă пулмалла. Ача-пăчана, çав вăхăтра ыттисене те хăрушлăхран сирес тĕллевпе çурт-йĕре пăхса тăракан организацисен чăн малтан хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code