Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕх

Ырă тĕслĕх

«Тăван тăварпа пиçнĕ», — тетчĕ юратнă анне. Çакна паянхи кун та лайăх астуса пурăнатăп. Каларăш витĕмлĕхне тете çинчен çырса кăтартнипе çирĕплетес тетĕп.

Иван Петров Лаш Таяпара çуралнă, иртнĕ кунсенче 65 çул тултарчĕ. Патăрьелĕнчи тата Куславккари интернат-шкулсене пĕтернĕ. Лайăх паллăсемлĕ аттестат хуçи Шупашкарти планпа экономика техникумне те çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Ачаранпах спортпа туслăччĕ вăл. Шашкăлла тата шахматла выляссипе республикăри «Урожай» спорт обществин чемпионачĕсенче çĕнтерсе 1-мĕш разряд нормативне тултарнă. Çăмăл атлетика, волейбол енĕпе Куславкка районĕн чемпионĕ пулнă.

Юратнă предметсем — математика тата физика. Вĕсемпе район олимпиадисенче те пĕр хутчен мар çỹле çĕкленнĕ. Пĕрле вĕренекенсемпе педагогсем ăна ĕçченлĕхпе хастарлăхшăн, тăрăшулăхшăн, лайăх юлташ пулнăшăн хисепленĕ. Пултарулăхĕ анлăччĕ унăн. Пушă вăхăтра сăвă-калав çырма, концертсенче юптару вулама е саккăрла çаптарса ташлама та ăстаччĕ. Шупашкар хулинче иртнĕ сăвă вулакансен конкурсĕнче мала тухсан, тăвансем: «Ваня артист пулать пуль», — тетчĕç.

Пултарулăх çулĕпе каймарĕ çав тете. 1976 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче çар ретне тăма повестка илчĕ. Çавăн хыççăн çĕршыв хỹтĕлевçин профессине мала хучĕ те. Украина çĕрĕнчи Львов хулинчи пĕр чаçре службăна вĕçлесен Самаркандри прапорщиксен шкулĕнче вĕреннĕ вăл. 1979-1980 çулсенче взвод командирне çирĕплетнĕ. Малалла — Владивосток. Кунта 2000 çулччен, мĕн отставкăна тухиччен 55-мĕш тинĕс пехотин дивизийĕнче взвод командирĕнчен çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕн начальникĕн должноçне çитнĕ. Хастарлăхне кура ăна «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальпе тата Тинĕс-çар кортикĕпе наградăланă.

Ванюш тете маншăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл ултă ачаллă çемьери пиллĕкмĕш ача. Атте — Василий Михайлович — 16 çултах авланнă, 6 çул хĕсметре тăнă. 32 çулта чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Анне — Ольга Петровна — пĕчченех ура çине тăратнă пире. Ялан: «Çĕршыва юрăхлă çынсем пулма тăрăшăр», — тетчĕ.

Тетепе паян та савăнатăп. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура — çар пенсионерĕ. 2021 çултанпа — шурă Шупашкарăмăрта. Ватлăха унта ирттерме шутлать. Мăшăрĕ хальлĕхе Владивостокрах, 100 çула çитсе пыракан амăшне пăхать.

Петровсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Çемьеллĕ, икшер ачаллă. Сергей — грузсем турттаракан карап капитанĕ, Ольга, Мускаври ГИТИСа пĕтерсен, киноактриса пулса тăнă, «Легавый» телесериалта тата ытти фильмра ỹкерĕннĕ. Кинорежиссер профессине те алла илнĕскер, документлă фильмсен студийĕнче те ĕçлет.

Валерий ТЕЛЕЙ,
Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code