Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхлăхпа асăрханулăх — тĕп вырăнта

Сыхлăхпа асăрханулăх — тĕп вырăнта

Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри командăпа штабăн вĕренĕвĕ пирĕн районта та ăнăçлă иртнĕ.

Виçĕ куна пынă вĕренỹре çут çанталăк пушарĕсем сиксе тухас пулсан ялсене, экономика объекчĕсене, социаллă инфраструктурăна мĕнле хỹтĕлемеллине, çурхи шыв-шуртан епле асăрханмаллине тишкернĕ.

Вĕренĕве пушар сỹнтермелли аварипе çăлав службин, Елчĕкри электричество сечĕн, обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан, медицинăпа тивĕçтерекен, газ сечĕсен аварипе техника тата çулсемпе кĕперсене йĕркене кĕртес тата юсас енĕпе тимлекен командăсемпе ушкăнсем хăйсене тỹрремĕн пырса тивекен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине условлă тĕслĕхсенче кăтартнă.

Юлашкинчен районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирнĕ чухне усă куракан техникăсен смотрĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă, инкек-синкеке сирме пулăшакан районти звеносене вĕренĕве лайăх хатĕрленсе ирттернĕшĕн тав тунă.

Вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ — ятарлă службăсен ял çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе куллен ĕçлесси тата яланах сыхă пуласси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code