Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен 2027 çулхи проектсемшĕн сасăласси пырать.
«Ниме — халăх бюджечĕ» программа тивлечĕпе 2017 çултанпа республикăра 9000 ытла проект пурнăçланнă. Кăçал онлайн-сасăлава 1260 ытла пуçару — обществăлла вырăнсемпе çул-йĕре юсассинчен тытăнса ача-пăча тата спорт площадкисем тăвасси таранах — кĕртнĕ.
Сасăлав «Чувашия онлайн» порталта пырать. Унта 18 çула çитичченхи граждансем хутшăнаççĕ. Пирĕн округпа сасăлава 32 проект тăратнă, вăл шутран Елчĕкри тĕп лапамра тума палăртакан ятарлă çар операцийĕн участникĕсене халалланă монумента кĕртнĕ. Кашни çын пĕр проектшăн кăна сасăлама пултарать. Хамăрăн округри проектсемшĕн çакăнта сасăламалла: cIck.ruỹ3VrYSR.

