Ватта сума сăвакан —
Хăй те ырă куракан.
Ватă çын — тăватă çын,
Çирĕп ăс-тăн паракан.

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи 90 çулхи Лидия Карчиковăпа Аполлинария Андреева çулне кура мар харсăр. Обществăлла ĕçре те хастар вĕсем, çамрăксене ырă-канаш-сĕнỹпе пулăшсах пыраççĕ. Ватăсем иртнĕ суйлав кунĕсенче культура çуртне хăйсемех килме кăмăл тунă, ырă малашлăхшăн суйланă.
— Эпĕ пурнăç лайăхлансах пытăр тесе сасăларăм. Кашни суйлавах хутшăнатăп, Конституцире палăртнă правăпа туллин усă куратăп, — тенĕ Аполлинария Андреева. Вăл Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕн амăшĕ.

