Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕмер чиркĕвĕ 150 çулта

Тĕмер чиркĕвĕ 150 çулта

Вырсарникун Тĕмер ялĕнчи Тĕрĕслĕх тата Чĕрĕлĕх паракан, Турă хĕресне çĕклесе кăтартнин ячĕллĕ чиркỹ 150 çул тултарать.Çавна май, вулаканăмăрсем, унăн кĕске историне аса илес тетĕп.

Çак хальхи чиркỹ шучĕпе виççĕмĕш шутланать. Малтанхи 277 çул каяллах уçăлнă пулнă. Вăл ялти производство кооперативĕн кантурне хирĕç сăрт çинче ларнă. Иккĕмĕшĕ Юмансар çырмин сулахай енче ĕçленĕ.

Хальхи чиркỹ çуртне1869 çулта тума пуçланă та тепĕр çичĕ çултан — чиркỹ пачăшкинче Александр Иванович Белокуров ĕçленĕ вăхăтра — вĕçленĕ. Икĕ престоллă чиркỹ тăррине пуçласа хĕç тимĕр витнĕ.Чиркỹ прихутне вăл вăхăтра Тĕмер ялĕсĕр пуçне Мучар, Çирĕклĕ Шăхаль, Элпуç, Кармал, Хăвăлçырма, Кỹлпуç, Хĕрлĕçыр, Тăрмăш ялĕсем кĕнĕ.

19-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен вара чиркỹсем çумĕнче чиркỹпе прихут, земство, Çветтуй Гурий ячĕпе хисепленекен шкулсем уçăлма тытăннă. Тĕмерте земство шкулĕ 1879 çулта уçăлнă. Каярахпа прихута кĕнĕ ытти ялсенчи шкулсенче ачасене хутла вĕрентме тытăннă.

Иртнĕ ĕмĕрте чиркỹпе Турра ĕненекенсем власть çыннисем сăлтавсăр хĕсĕрленине те тỹссе ирттернĕ, анчах чиркỹ темле йывăр тапхăрта та халăхпа, çĕршывпа пĕрле пулнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вăл хỹтĕлев фондне укçа-тенкĕ хывма хутшăннă, колхоза автомашина, ытти япаласем туянма пулăшнă. Мир фондне тăтăш укçа куçарнă.

Чиркĕве чăннипех аваллăх управçи тесе калама пулать. Унта упранакан метрика кĕнекисем, клир ведомоçĕсем, çылăх каçарттарнине çырса пынисем иртнĕ пурнăçа пĕлме, хамăрăн йăх-несĕле тишкерсе тухма пулăшаççĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви чиркĕве республикăри культура палăкĕсен реестрне кĕртсе хăйĕн хỹттине илнĕ.

XX ĕмĕр пуçланиччен чиркỹре пачăшкăра, диаконта, псаломщикра пурте вырăсран, чиркỹ çыннисен çемйисенчен тухнисем ĕçленĕ. Акă, Курнавăш чиркĕвĕнче диакон ывăлĕ Александр Иванович Белокуров Хусанти тĕн семинарине иккĕмĕш разрядпа пĕтернĕ. Вăл Тĕмерте вăтăр çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннă. Ăна халăх питĕ хисепленĕ. Вилсен мăшăрĕпе иккĕшне чиркỹ картишне пытарнă. Ывăлĕсем ашшĕ çулĕпе кайнă, пĕр ывăлĕ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Томск университечĕн юридика факультетĕнче вĕренни паллă.

Хамăр ял çыннисенчен Иван Кузнецов, Василий Жирнов, Михаил Романов, Николай Сахаров Тĕмерте диаконта тата пачăшкăра ĕçленĕ. Петр Иванов протоиерей хамăр ял чиркĕвĕнче вăтăр пиллĕкмĕш çул служба ирттерет. Маларах алтарник, чиркỹ старости пулнă. Куçăмсăр майпа тĕн училищинчен вĕренсе тухсан республикăри чиркỹсенче диакон, пачăшкă пулнă. Унтан хамăр ял чиркĕвне куçнă. Вăл тăрăшнипе Аслă Таяпара, Тăрăмра чиркỹ çурчĕсем уçăлчĕç. Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕпе общество ăс-хакăлне аталантарас енĕпе нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна «Елчĕк муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Иртнĕ ĕмĕрти темле йывăр вăхăтра та чиркĕве хупасран сыхласа хăварма пултарнă прихут çыннисене асран кăларар мар.

Чиркỹ историне «Тĕмер чиркĕвĕ», «След на земле» кĕнекесенче тĕплĕнрех çырса кăтартнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code