Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнчи 109-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн акционерсен «Прогресс» хупă обществăри Ирина Борисовна МАРТЕМЬЯНОВА сысна самăртакан оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. 2024-2025 çулсенчи хĕллехи тапхăрта вăл пăхакан выльăхсем пĕр талăкра 763 грамм ỹт хушнă.

