Чăваш Енре регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,4 процентпа танлашнă.
Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр граждансен регистрациленĕ йышĕ 2331 çынпа танлашнă, регистрациленĕ ĕçсĕрлĕхĕн ĕç вăйĕпе шайлашуллă кăтартăвĕ 0,4 процент шайĕнче. Кăçал 3,4 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çула çитмен 7 пин ачапа çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ.

