Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçсене вăхăтра вĕçлени вырăнлă

Ĕçсене вăхăтра вĕçлени вырăнлă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев июлĕн 27-мĕшĕнче Суйлав комиссийĕсен кунне уявласси пирки хушу кăларни çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ. Леонард Левый çакна шута илсе пухăннисене пĕтĕм кăмăлтан саламларĕ, суйлав кампанийĕсенче малашлăхра та ăнăçу сунчĕ. Районти суйлав комиссийĕсен хăш-пĕр хастарĕсене тĕрлĕ аслă ĕç органĕсен Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче: Нелли Иванова /Аслă Таяпа/, Венера Петрова /Тăрăм/, Станислав Лепешкин /Исемпел/, Надежда Львова /Патреккел/ /сăн ÿкерчĕкре/.

Леонард Васильевич сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртекен суйлав пирки те чарăнса тăчĕ.

– Суйлав участокĕсене халех хатĕрлеме пуçламалла, – татăклăн палăртрĕ вăл. – Пушар, санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕсен требованийĕсене уйрăмах шута илес пулать…

Шыва кĕмелли тапхăр вĕçленмен-ха. Апла тăк кану е ĕç хыççăнхи вăхăта çут çанталăк ырлăхĕнче ирттерес кăмăллисем те пурах. Шыва кĕрсе уçăлас тесен, тархасшăн, кашни ял тăрăхĕн территорийĕнче ятарлă вырăнсем пур халĕ. Вăл объектсем пирки конкурс та йĕркеленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин паллаштарчĕ.

Шыва пĕтĕм çĕрте кĕме юрамасть. Ирĕк панă вырăнта вара информаци щичĕ, салтăнмалли пÿлĕм, туалет, сĕтел-пукан, автомашина камери пулмалла. Шыв хĕррине анма çĕре картлани мар, йывăç картлашка вырнаçтарни аванрах. Хăйăр та кирлех унта. Паллах, хальлĕхе пĕтĕм требование пурнăçа кĕртеймен пулсан та, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем сахал мар ĕç тунă. Чи тăрăшуллисене палăртса чыс турĕç: Лаш Таяпа, Тăрăм, Курнавăш ял тăрăхĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Николай Петров хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕç пирки чарăнса тăчĕ. «Вăхăт пур-ха!» тесе лăпланни килĕшÿсĕр. Ир вăранакан кайăк тутă пулнă тенешкел, тивĕçлĕ ĕçсене маларах вĕçлесен канлĕ те мар-и? Сигнализаторсене, тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслеттересси, кадр ыйтăвĕсене татса парасси – паянхи ĕç. Уйрăмах социаллă сферăра – культурăра /30 объект/, сывлăх сыхлавĕнче /20/, вĕренÿре /17/ хатĕрленÿ ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлеме тăрăшмалла.

РФ Правительстви регионсене куллен кирлĕ таварсен мониторингне йĕркелеме сĕннĕ. Ку вăл хаксем «хăпарса» кайнипе çыхăннă. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова мероприятие епле пурнăçланине каласа пачĕ. Специалистсем район центрĕнчи икĕ лавккана тĕрĕслесе эрнесерен мониторинг ирттереççĕ, тавар хакланас пулсан çийĕнчех аслă органсене пĕлтереççĕ. Вĕсен «куç тĕлĕнче» – 32 тĕрлĕ апат-çимĕç, 20 тĕрлĕ куллен кирлĕ таварсем. Паянхи куна купăста, сахăр тата хăш-пĕр кĕрпе хакланни паллă.

Вырма ĕçĕ-хĕлĕ хальхинче те витĕмлĕхне çухатмарĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов малта пыракан уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ-ха /хаçатри сводкăра пĕтĕм ĕç çи «ÿкерчĕкне» курма пулать/. Леонард Васильевич вара вырма ĕçĕсен кăтартăвĕ пĕчĕккипе, хăвăртлăх тивĕçтерменнипе кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. Ĕлĕкрех «кашни минутпа туллин усă курмалла», «тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртмелле» ăнлавсем девиз вырăнĕнчеччĕ. Халĕ?..

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code