Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2018 çул — Иван Яковлев çулталăкĕ

2018 çул — Иван Яковлев çулталăкĕ

Çитес çул чăваш халăх патриархĕ çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май Чăваш Республики 2018 çула Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ тесе йышăнасшăн. Республика Пуçлăхĕн Указĕн проектне ЧР культура министерстви хатĕрленĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕ — Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи халăхсен вĕренỹ тытăмне йĕркелеме пысăк вăй кĕртнĕ, чăваш алфавитне тунă пархатарлă çыннăн ятне ĕмĕрлĕхе хăварасси.

Аса илтерер, Чăваш Енре 2015 çул Константин Иванов поэт çулталăкĕ пулнăччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code