Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предпринимательсен ыйту нумай

Предпринимательсен ыйту нумай

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ.

Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова саламланă. Предпринимательсене патшалăх енчен пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусемпе республикăри бизнес-инкубаторăн пай начальникĕ Мария Костина паллаштарнă. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçура ял хуçалăхĕнчи патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем, промышленность аталанăвĕпе инвестици ĕç-хĕлне хывакан фондсем пирки сỹтсе явнă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи управленийĕн иккĕмĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Геннадий Филиппов налук законодательствинчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă.

Мероприятие хутшăннисем пĕчĕк тата вăтам бизнес уçнă çĕрте сиксе тухакан çивĕч ыйтусене тишкернĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «А-Свет» ООО тата «Промсервис» АО НПО ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code