Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Июнĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1916 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынипе вырăс çарĕсем наступлени пуçланă.

Июнĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1855 çулта вырăс çарĕсем Севастополе хÿтĕленĕ май акăлчансен, французсен тата турккă çарĕсен тапăнăвне Малахов курган патĕнче чарса лартнă.

Июнĕн 22-мĕшĕ. Çак кун фашистла Германи СССР çине тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнмалли кун. Çĕнтерÿшĕн 26,6 миллион çын хăйĕн пурнăçне панă. Шăпах çак кун радиопа пĕрремĕш хут «Пирĕн енче чăнлăх. Тăшмана çапса аркататпăрах. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулать» сăмахсем янăранă.

Июнĕн 29-мĕшĕ. Çак кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă партизансемпе подпольщиксене асăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code