Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афганец ячĕпе

Афганец ячĕпе

«Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче 2004 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех арçын ачасемпе хĕр ачасен командисем хушшинче баскетболла выляс енĕпе ăмăрту пулса иртнĕ. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Ю.Борисов воин-интернационалиста асăнса йĕркеленĕ.

Спорт тусĕсене Юрий Борисовпа пĕрле вĕреннĕ Лариса Романовăпа Владимир Игнатьев, класс ертÿçи Людмила Молодова, «хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов саламланă.

Ăмăртăва шкулсенчи арçын ачасен 10, хĕр ачасен 6 команди хутшăннă. Арçын ачасенчен Аслă Таяпасем, хĕр ачасенчен Кивĕ Эйпеçсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Афганецăн пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсем – В.Игнатьев, В.Ишмуратов, И.Журавлев, Л.Романова ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн ырă ята тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code