Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Штангистсем ăмăртнă

Штангистсем ăмăртнă

Районти шкул ачисем Елчĕкри Спорт çуртне Чăваш Ен чемпионĕсене Александр Кедровпа Алексей Шляпина асăнса ирттернĕ ăмăртăва йышлăн пухăннă.

Хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине А.Алексеев, И.Абрамов, А.Панкратов, М.Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, А.Киселев, Д.Казеев /Елчĕк/, А.Плотников, Д.Быков /Патреккел/, А.Овчинников, К.Сальников /Кушкă/ хăпарнă. Командăсенчен, 1395,9 очко пухса, Кивĕ Эйпеçсем мала тухнă.

Куракансем уйрăмах спорт шкулĕн воспитанникĕсен А.Перцевпа М.Марков штангистсен ÿсĕмĕсемпе савăннă. Максим 61 килограмлă 18 çула çитичченхи йывăр атлетсен икĕ енлĕ тупăшăвĕнче район рекордне çирĕплетнĕ.

Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ тата Алексей Шляпинăн пиччĕшĕ Александр çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата укçа парса хавхалантарнă. Йывăр атлетикăн районти федерацийĕн председателĕ Д. Портнов «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн 2018-2019 çулсенчи чи лайăх вĕренекенĕ» кубока Аслă Пăла Тимешри «Юман» спортклубри А.Овчинникова парса чыс тунă. «ДЮСШн 2018-2019 çулсенчи чи лайăх тренер-преподавателĕ» плакеткăна В.Марков тивĕçнĕ. Р.Воронцовпа /Патреккел/ А.Перцев ?Олимп резервĕсен училищи/ тĕрлĕ призсен хуçисем пулса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code