Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ашшĕсемпе ачисен» фестивалĕнче

«Ашшĕсемпе ачисен» фестивалĕнче

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса çемье командисем хушшинче спорт уявĕ иртнĕ.

Ăна Елчĕк шкулĕнчи ашшĕсен канашĕн пуçарулăхĕпе йĕркеленĕ.

Чи малтанах çемьесене шкул директорĕ Л.Васильева саламланă, ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарнине палăртнă.

Спорт уявĕнче ашшĕсемпе ачисем ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе ăмăртнă. Ашшĕпе хĕр ачисенчен Карповсен, Мисяковсен, Петровсен, ашшĕпе ывăлĕсенчен Антоновсен, Григорьевсен, Багадеровсен çемйисем малти вырăнсене йышăннă.

Çавăн пекех ГТО нормисене пурнăçласа чи лайăх кăтартусемпе палăрнă ашшĕсене, ачисене палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code