Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хирĕç тăру çуратма

Хирĕç тăру çуратма

Вăрнарта пурăнакан 32 çулхи арçын экстремизм сĕмĕллĕ преступленишĕн суд умне тăнă. Çакскер, радикаллă шухăш-кăмăллă пулнă май, социаллă сетьсенчен пĕринче Раççейре ĕçлеме чарнă организацин символикăллă салам сăмахĕсемпе усă курнă. Следстви, суд çакна социаллă хирĕçỹ, политика тĕлĕшĕнчен тишкерсен хирĕç тăру çуратас тĕллевлĕ чĕнỹ тесе хакланă. Суд çавăн пекех арçын социаллă сетьре «вырăссене вĕлерме» чĕннине те палăртнă.

Фигурант хăйĕн айăпне туллин йышăннине кура суд уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе тишкернĕ, ăна условнăй майпа пĕр çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çак тапхăрта ăна сайтсене администрацилес енĕпе ĕçлеме те чарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code