Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Харсăрсем

Шуршу ялĕнчи Тамара Степанова 1986 çултанпа фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, чирлисене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплет.

Юлия Константинова ялти ветерансен канашне ертсе пырать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Юлия Аркадьевна Чăваш Тăрăм шкулĕнче 32 çул ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.

Харсăр хĕрарăмсем ял çыннисем хушшинче пысăк хисепре.

Сăн ÿкерчĕкре: Ю.Константиновăпа Т.Степанова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code