Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Цифра трансформацийĕн кăтартăвĕ

ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ертсе пынипе Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура республикăн цифра трансформацийĕн планĕсене тишкернĕ.

Цифра аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина палăртнă тăрăх, пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, цифра технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Çак улшăнусене йышăнмашкăн хатĕр пулмалла. Çавăнпа ĕнтĕ патшалăх служащийĕсен вĕренĕвне йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Цифра технологийĕсем вара патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кристина Андреевна çакна пĕлтĕр Президент пуçарнипе 16 çулчченхи кашни ачашăн 10-шар пин тенкĕ тÿленĕ тĕслĕхпе те çирĕплетнĕ. Граждансем пĕрре заявлени çырнă та – ытти пĕтĕмпех хайхи цифра трансформацийĕн ĕçĕн кăтартăвĕ.

Вертолет кăçал та вĕçĕ

Инçетри районсенчен васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлисене кăçал та вертолетпа илсе килĕç.

Пĕлтĕр вертолета пирĕн республика Мари Эл Республикипе пĕрле арендăна илнĕ пулнă. Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, санитари авиацийĕ валли республика 25 миллион тенкĕ тăкакланă, кÿршĕ регион – 15 миллион тенкĕ. Пĕлтĕр вертолетпа 52 пациента, вăл шутран Елчĕкрен 1 çын, больницăна илсе кайнă пулсан, кăçал 53 хутчен усă курĕç.

Пултăранпа кĕрешĕç

2021 çулта Чăваш Енре пултăранпа кĕрешмелли программа ĕçлеме пуçлать.

Проекта хатĕрлеме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă хыççăн сĕннĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 300 ытла гектар çĕре пултăран ярса илнĕ. Çум курăкпа кĕрешме районсенче ятарлă бригадăсем йĕркелеме йышăннă. Вĕсене çак ĕçе пурнăçлама кирлĕ оборудованисемпе, химикатсемпе, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç.

Чи лайăх медаль эскизне суйланă

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа кăçал 80 çул çитет.

Çавна май пирĕн республикăра медаль çирĕплетме йышăннăччĕ. Аса илтерер, медаль эскизне палăртма конкурс ирттернĕ. Унта 11 ĕç тăратнă. Вĕсене геральдика тата фалеристика правилисене пăхăнса хатĕрлеме тивнĕ. Чи сумлă та тивĕç ĕç тесе жюри членĕсем Раççей Федерацийĕн халăх художникĕ Геннадий Правотворов хатĕрленине суйласа илнĕ. Эскиза Раççей Президенчĕ çумĕнчи Геральдика канашне пăхса тухма ярса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code