Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем – сăн ÿкерчĕксенче

Спорт хыпарĕсем – сăн ÿкерчĕксенче

Полинăн тепĕр çитĕн

Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ, республикăри Олимп резервĕсен спорт шкулĕн воспитанници, Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева йывăр атлетикăпа çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр йывăр атлетикăпа туслашнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ – шкулти физкультура учителĕ Виталий Марков.

Çĕршыв шайĕнчи ăмăртура Полина 55 кг çитичченхи виçере тупăшса çакăн пек кăтартусем тунă: туртăнса 77 кг, тĕксе 93 кг çĕкленĕ, упражненисен сумми – 170 кг.
Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура Аслă Пăла Тимешри Любовь Мышова /Иноходова/ улттăмĕш вырăн йышăннă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ – Александр Портнов.

Сăн ÿкерчĕкре: Геннадий Иванов тренер хăйĕн вĕренекенĕпе, Полина Андреевăпа, чăннипех мухтанать.

 

Бронза медальлĕ

Елчĕк спортсменĕсем 2004-2005 çулсенчи ачасем хушшинче Шупашкарта иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвне хутшăннă.

Унта Аслă Елчĕкри Юрий Прокопьев 48 кг, Елчĕкри Ксения Чернова 57 кг çитичченхи виçесенче бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Çамрăк кĕрешÿçĕсене ăсталăхне туптама Марина Немцевăпа Сергей Александров тренерсем пулăшаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: çамрăк спортсменсем Сергей Александров /варринче/ тренерпа.

 

 

Иккĕмĕш призерсем

Районти аслă ушкăнри арçын ачасен хоккей команди «Шкул спорчĕ» смотр-конкурсĕн «Ылтăн шайба» клубăн призне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртура çурма финала тухса Патăрьел районĕнчи «Олимп» командăпа тĕл пулнă.

Пирĕн команда вăййа 6:1 шутпа выляса илсе финала тухнă. Шупашкарти тĕл пулура Елчĕксем Вăрнарсемпе тупăшнă. Республика ăмăртăвĕнче хальхинче Вăрнар районĕн команди вăйлăрах пулнă. Елчĕксем – иккĕмĕш призерсем.

Çамрăк хоккеистсемпе Александр Адюковпа Вадим Иванов тренерсене кĕмĕл медаль хуçисем пулса тăнă ятпа саламлатпăр.

Р.ГРИГОРЬЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Яльчики» команда.

 

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче

Аслă Елчĕк ялĕнчи стадионта Зинаида Каринкинăпа Иван Орехова асăнса йĕлтĕрпе ярăнассипе район чемпионачĕпе первенстви иртрĕ.

Унта шкулсенчи тата тăхăр ял тăрăхĕнчи спортсменсем хутшăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, стартра ăнăçу суннă май районти паллă йĕлтĕрçĕсем – Зинаида Каринкинăпа Иван Орехов хăй вăхăтĕнче ÿссе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине, вĕсем тунă спортри ÿсĕмсене аса илчĕ.

Шкул ачисем хушшинче хăйсен дистанцийĕсенче пĕрремĕш вырăнсене София Афанасьева, Алексей Вастулов /Аслă Елчĕк/, Мария Воронова, Анастасия Павлова, Кристина Егорова, Кирилл Кузнецов /Елчĕк/ тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илессишĕн те тупăшу хĕрÿ пычĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен малти вырăнсенче – Аслă Таяпа, Патреккел, Шăмалак, вăтам шкулсенчен – Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль.

18-39 çулсенчи хĕрарăмсем 2 çухрăма ăмăртрĕç. Финиша чи малтан Дария Ермолаева /Лаш Таяпа/ çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елена Перепелкинăпа Кристина Волкова /Çирĕклĕ Шăхаль/ пайларĕç. Арçынсенчен Денис Ермолаев /Лаш Таяпа/ мала тухрĕ. Ун хыççăнах Данил Трофимовпа /Çирĕклĕ Шăхаль/ Сергей Павлов /Кĕçĕн Таяпа/ финиша вĕçлерĕç.

40 çулхи тата унран аслăрах ушкăнра Надежда Головина /Кĕçĕн Таяпа/ пĕрремĕш, Любовь Адюкова /Аслă Елчĕк/ иккĕмĕш, Зинаида Краснова /Çирĕклĕ Шăхаль/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Алексей Васильев /Елчĕк/, Юрий Рахмуллин /Лаш Таяпа/, Эдуард Борисов /Елчĕк/ та пьедестал çине хăпарчĕç.

Ял тăрăхĕсен командисенчен Çирĕклĕ Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Кĕçĕн Таяпасемпе Елчĕксем – призерсем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ăмăрту йĕркелÿçинчен тата спонсорĕнчен Сергей Горшковран кубоксемпе медальсем, хаклă призсем тивĕçрĕç. Уншăн ăста спортсмена, пуçаруçăна – пысăк тав!

П.СМИРНОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: ăмăрту саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code